Якубовский Иван Игнатьевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
пТӳрлетӗве ӑнлантарман
Chuvash2017 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
57-мĕш йĕрке:
[[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]]не майор Якубовский пĕрремĕш кунсенех анăç чикĕре танк батальонĕн командирĕ вырăнĕнче пуçланă. Беларуçри йывăр çапăçусенче патăррăн тăван çĕр-шыва хӳтĕленĕ. [[Минск]]ран юлашки хӳтĕлевçĕсемпе пĕрле тухса кайнă. [[1941]] çулхи утă уйăхĕнче — [[Анăç фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)|Анăç фронтĕнче]] танк полкĕн командирĕ. [[1942]] çулхи кăрлач уйăхĕнче — 91-мĕш танк бригади командирĕн çумĕ, [[Барвенково-Лозовская операцийĕ|Барвенково-Лозовская тапăнав операцине]] хутшăннă. [[1942]] çулхи пуш уйăхĕнче — 91-мĕш танк бригадин командирĕ, 1942 çулхи çулла [[Донбасс|Донбаса]] хӳтĕленĕ чухне палăрнă, [[Кăнтăр фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)|Кăнтăр]], [[Кăнтăр-Анăç фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)|Кăнтăр-Анăç]], [[Сталинград фрончĕ|Сталинград]] тата [[Дон фрончĕ|Дон]] фрончĕсен йышĕнче [[Сталинград çапăçăвĕ|Сталинград патĕнчи]] хӳтĕленевпе тапăнав тапхăрĕсене хутшăннă. Полковник (30.11.1942).
 
[[1943]] çулхи çуркунне бригадăна [[Вăта фрончĕ|Вăта фронта]] куçарнă та [[3-мĕш гварди танк çарĕ|3-мĕш гварди танк çарне]] кĕртнĕ, унтах вăрçă вĕçленичченех çапăçнă. Вăл ертсе пынă бригада [[Воронеж фрончĕ|Воронеж]], [[Брянск фрончĕ|Брянск]], [[Вăта фрончĕ|Вăта]], [[1-мĕш Украина фрончĕ|1-мĕш Украина]] фрончĕсенче, [[Курск çапăçавĕ]]нче (Орёл тĕлнелле), [[Тăнăваршăн çапăçу]]ра, [[Кевйӳ]]не тата [[Фастов|Фастова]]а хăтарас çĕрте паттăррăн çапăçнă. [[Фастов]]шăн çапăçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн — унта бригада пĕр кун хушшинче кăна тăшманăн 30 танкне пĕтернĕ — И. И. Якубовский полковника [[1944]] çулхи [[кăрлач, 10|кăрлачăн 10-мĕшĕнче]] [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]] ячĕпе тивĕçтернĕ. [[1944]] çулхи çуркунне Якубовский полковник ертсе пынă танк бригади [[Проскурово-Черновицы операцийĕ|Проскурово-Черновицый тапăнав операцинче]] ăнăçлă вăрçнă.
 
[[1944]] çулхи çĕртме уйăхĕнче Якубовский — [[3-мĕш гварди танк çарĕ]]н 6-мĕш гварди танк корпус командирĕн çумĕ. [[Львов-Сандомир операцийĕ|Львов-Сандомир операцине]] хутшăннă, Сандомир плацдармне хӳтĕлесе анлăлатнă, 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче [[Висла-Одер операцийĕ|Висла-Одер операцине]] хутшăннă. Çак операцисенче корпусăн малти тĕкĕрчĕсене ертсе пынă. [[Львов-Сандомир операцийĕ|Львов-Сандомир операцинчи]] паттăр ĕçĕсемшĕн Якубовский полковника [[1944]] çулхи [[авăн, 23|авăнăн 23-мĕшĕнчи]] хутайĕпе [[Совет Союзĕн Паттăрĕ]] ятпа чысланă.
 
[[1945 год]] çулхи ака уйăхĕнче — çав çарăн 7-мĕш гварди танк корпус командирĕн çумĕ, [[Берлин операцийĕ|Берлин]] тата [[Прага операцийĕ|Прага]] операцисене хутшăннă. Танк çарĕсен [[Генералгенерал-майор|генерал-майорĕ]]ĕ (20.04.1945). Питĕ хăюллă, хевтеллĕ, хăй тĕллĕн кĕрешме пултаракан çарпуç. Вăрçă çулĕсенче темиçе хутчен суранланнă, танк ăшĕнче çуннă.
 
== Вăрçă хыççăнхи тапхăр ==
 
Вăрçă хыççăн вăл [[Ленинград вăрçă тăрăхĕ]]нче хĕсметре, танк корпусĕн командирĕ. [[1948]] çулта [[Тĕп штабăн вăрçă академийĕ| Тĕп штабăн вăрçă академинче]] вĕренсе тухать. [[1948]] çулхи пуш уйăхĕнче — [[Беларуç вăрçă тăрăхĕ]]нче танк дивизин командирĕ. [[1952]] çулхи ака уйăхĕнче — [[Карпатçум вăрçă тăрăхĕ]]н бронетанк тата механикăланă çарĕсен çарпуçĕ. Танк çарĕсен [[Генерал-лейтенант|генерал-лейтенанчĕ]] (3.05.1953). [[1953]] çулхи раштав уйăхĕнче танк çарĕпе, [[1957]] çулхи ака уйăхĕнче — механикăланă çарпа — командăланă.
 
[[1957]] çулхи утă уйăхĕнче — [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕн пĕрремĕш çумĕ. [[Генерал-полковник]] (18.08.1958). [[1960]] çулхи ака уйăхĕнче назначен [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕ хĕсметĕнче. [[1961 çулхи Берлин кризисĕ|Берлин кризисĕ]] тапхăрĕнче Европăра хĕçпăшаллă хирĕçӳ сиксе тухасси питĕ çивĕчленсен, [[Конев Иван Степанович|Конев]] [[Совет Союзĕн маршалĕ|маршала]] [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕ вырăнне лартаççĕ ([[1961]] çулхи çурла уйăхĕ), Якубовский унăн пĕрремĕш çумĕ, çакăн чухне вăлах [[ГСÇУ]] кулленхи ĕç-пуçне тытса тăрать. Лару-тăру лăплансан, [[1962]] çулхи ака уйăхĕнче, Якубовский [[Çар генералĕ (СССР)|çар генералне]] [[Германири совет çарĕсен ушкăнĕ]]н Тĕп çарпуçĕ хĕсмет вырăнне тавăрнă. [[1965]] çулхи кăрлач уйăхĕ — [[Киев вăрçă тăрăхĕ]]н çарĕсен çарпуçĕ.
116-мĕш йĕрке:
[[Категори:1976 çулта вилнисем]]
[[Категори:Мускавра вилнисем]]
[[Категори:Çынсем, алфавит тăрăхалфавитпа]]
[[Категори:Кремль некропольне пытарнисем]]