Никольский Николай Васильевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
каҫӑ
Chavash (Сӳтсе яв | хушни)
20-мĕш йĕрке:
 
[[1961]] çулхи [[чӳк, 2|чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче]] вилнĕ.
 
==== Ҫемье ====
Хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ Василий Никитич Никитин (каярах Никольский) вӗреннӗ ҫын пулнӑ, аякри кӗпӗрнесенче мишавайра ӗҫлесе пурӑннӑ. Вӑл вырӑс хӗрне качча илнӗ. Василий Никитичӑн сывлӑхӗ хавшасан арӑмӗпе тӑван яла таврӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра Николайсӑр пуҫне ҫемьере тепӗр икӗ ывӑлпа икӗ хӗр пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӗрентме тӑрӑшнӑ. Аслӑ ывӑлӗ Зосим Чӗмпӗрти чӑваш шкулне тата Хусанти учительсен семинарине пӗтернӗ, вӗрентекенре ӗҫленӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗ Валерий Шупаш- карти тӗн училищинче, Киеври ҫарпа инженери училищинче ӑс пухнӑ. Хӗрӗсем Елизаветӑпа Серафима та тивӗҫлӗ пӗлӳ илнӗ. Николай вара Шӑматри земство училищи- не пӗтернӗ хыҫҫӑн, ашшӗ хистенипе-тӗр, Шупашкарти тӗн училищине кӗнӗ. Пилӗк ҫул унта вӗреннӗ хыҫҫӑн Хусанти тӗн семинарийӗнче тепӗр 6 ҫул пӗлӳ илнӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вӑл историпе, этнографипе кӑ- сӑкланма тытӑннӑ. Кунта унӑн ырӑ вӗрен- текенӗн Василий Магницкин тӳпи пысӑк. Служба вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл Шӑмата пурӑн- ма куҫнӑ. Каникул вӑхӑтӗнче Никольский хӑйӗн пиччӗшӗсемпе ӑш пиллӗ мучи пат- не час-часах кайса ҫӳренӗ. «В.К.Магницкий археологи, этнографи, тавралӑх историйӗ пирки каласа пама юрататчӗ. Юмах-халап пуҫтарма, Улӑп тӑприсене тӗпчеме хушатчӗ», — аса илнӗ ун пирки Николай Никольский.
 
1899 ҫулта семинарие вӑл I рязрядпа вӗҫленӗ, ку пӗтӗмӗшле пӗлӳ (математикӑсӑр пуҫне) тата тӗн дисциплинисене аван вӗреннине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех француз тата тутар чӗлхисене пӗлнӗ, «семинари студенчӗ» ята тивӗҫнӗ.
 
==== Академи ====
Ашшӗпе амӑшӗ Николай ялти пачӑшка ӗҫе кӗрессе ӗмӗтленнӗ. Анчах ӑслӑлӑхпа кӑсӑкланнӑ ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илессишӗн ҫуннӑ. Ҫӑвӗпех вӑл Хусанти тӗн академине кӗрес тесе хатӗрленнӗ. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ парсан тутар ушкӑнӗнчи миссионер уйрӑмӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ.
 
Авалхи вӗрентӳ заведенийӗнче Синодра (академие ҫапла каланӑ)чиркӳпе тӗн, гражданла истори, миссионерлӑх, анӑҫ, тухӑҫ тата вилнӗ чӗлхесем енӗпе паллӑ профессорсем ӗҫленӗ. Н.И.Ильминский преподаватель вӗрентӗвне кура Николь- скин кӗлӗсене чӑвашла куҫарас шухӑш амаланнӑ. Вӑл чӑваш этнографине, тӗне кӗртес историне ҫине тӑрса вӗреннӗ. Анлӑ тавра курӑмлӑ студент академире панӑ пӗлӳпе кӑна ҫырлахман, Хусан универси- течӗн профессорӗсен лекцийӗсене итлеме ҫӳренӗ. Уншӑн И.Н.Смирнов, Н.Н.Фирсов, К.В.Харлампович, Н.Ф.Катанов лекцийӗсем уйрӑмах кӑсӑклӑ пулнӑ.
 
Вӗренӳ ҫулӗсенче Никольский чӑваш чӗлхи вӗрентӗвӗн никӗсне хываканӗпе Н.И.Ашмаринпа туслашнӑ. Ун чухне вӑл чӑ- ваш чӗлхине, фольклорне, тӗрӗксен фило- логине ҫине тӑрса шӗкӗлченӗ. Вӗсен тус- лӑхӗ 30 ҫул ытла пынӑ.
 
Иккӗмӗш курс пуҫламӑшӗнчех Никольский кандидат ӗҫӗн темине суйланӑ «Чӑвашсене тӗне кӗртни». Студент Магницкий патне канаш ыйтма пынӑ. Василий Константинович ӑна архивра тӗпчемешкӗн кирлӗ сӗнӳсем панӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене тӗне кӗртес енӗпе кӗнеке ҫырнӑ пал
 
== Кĕнекисем ==
 
=== Пичетленсе тухнă: ===
 
# Конспект по грамматике чувашского языка. Казань, 1909; 2-е изд. 1910.
# Русско-чувашский словарь. Казань, 1910.
Йӗрке 116 ⟶ 131:
* [https://gov.cap.ru/hierarhy.asp?govid=71&page=.%2F5030%2F12220%2F12221%2F17921%2F18814%2F20998%2F20999%2F21036&pageup=.%2F5030%2F12220%2F12221%2F17921%2F18814%2F20998%2F20999&Cmd=%C2%E2%E5%F0%F5 Н. В. Никольский — ученый, педагог, общественный деятель]. Электронная версия книги [[Димитриев, Василий Дмитриевич|В. Д. Димитриева]].
* [http://hypar.ru/doc/show/76/index.php?id=s181047452049 Николай Васильевич Никольский]. Статья на сайте Издательского дома «Хыпар».
* «Эпӗ кахал пулнӑ тесе никам та калаймӗ», Алина Изман. Ҫамрӑксен хаҫачӗ, 2018-05-17, 5-мӗш стр.
 
{{Хыпар хаçатăн редакторĕсем}}