Чăваш литератури: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
103-мĕш йĕрке:
Поэмăра, вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайнă Хĕветĕр курăмĕсемпе шухăшларăшĕсем витĕр, çав вăхăтри хресчен пурнăçĕ куç умне тухса сăнарланать.
 
Тата тепĕр тĕлĕнмелле [[литература]] палăкĕ вăл — чăваш хĕрĕсем [[Золотницкий Николай Иванович|Николай Золотницкие]] ([[1829]]-[[1880]]) тав туса çырнă чăвашла çырусем. Акă вĕсенчен пĕри, Хураçырмари Ксения Тимофеева çырнăскер, — хальхи çырулăх мелĕсемпе палăртма хăтлансан<ref>Çăлкуçра (Родионов В.Г. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем. Шупашкар, 2006. — 240-241 С.) ун чухнехи çырулăхпа çырнă оригиналне кăтартман.</ref>:
{{цитата пуçламăшĕ}}
Николай Иванович, Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăчĕ. Çак сăмахсемпе сана чуптăватăп, Христос чиркĕвĕ каланă пек, çакă çыру манăн пултăр хĕрлĕ çăмарта вырăнне. Эс мана çыру хисеплесе çырнăшăн, кĕнекесене те янăшăн рахмат сана; санăн арăмна та рахмат, салам çырса яратăп, ăна валли шăтăкла яратăп, алшăлли вĕçне тытма, хамăн алăпа çыхнине. Пирĕн архиерей Антоние рахмат кала манран, кĕнеке янăшăн. Турă парĕ-и хăçан та пулин курма ăна, пирĕн еннелле килсе курĕ-и кăçал? Митрофан пиччене салам çырса яратăп. Ман килтисем сире пурте салам яраççĕ. Санăн арăму ан ятлатăр мана шăтăкласене çуманшăн — супăнĕ пулмарĕ. Сыв пулăр тепре куриччен. Хураçырмари Тимофей хĕрĕ Оксинья. 1868 çул, май уйăхĕ вун тăхăр кун иртрĕ.<ref>Çăлкуçра (Родионов В.Г. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем. Шупашкар, 2006. — 240-241 С.) ун чухнехи çырулăхпа çырнă оригиналне кăтартман.</ref>
{{цитата вĕçĕ}}
Çак хĕр каярахпа çырура асăннă [[Дмитриев Митрофан Дмитриевич|Митрофан Дмитриева]] (?-[[1906]]) качча тухнă, вара вĕсем [[Дмитриев Иван Митрофанович|Иван Дмитриев]] ([[1876]]-[[1911]]) мусăкçăна çуратса ÿстернĕ.
190-мĕш йĕрке:
 
== Хальхи саманари (XXI ĕмĕрти) чăваш литератури ==
[[XXI]] ĕмĕрте чăваш литературин традицийĕ тата процесĕ тĕппипех чарăнса ларман-ха. Çак традиципе процеса тытса-йĕркелесе пымашкăн [[Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕ|чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕсем]] те пур. [[2001]]-мĕш çул хыççăн ак çак пĕрлешÿсене палăртма пулать:
* Чăваш Ен çыравçисен "Хурăнташ" пĕрлешĕвĕ (урăхла — "Акивер пĕрлешĕвĕ")
* [[Ларионов Николай Николаевич|Николай Ларионов]] — [[Чĕмпĕр Ен]]ри çыравçă.
* Чăваш Ен çыравçисен Профессилле пĕрлешĕвĕ (урăхла — "Туркай пĕрлешĕвĕ")
* Чăваш çыравçисен перлешĕвĕ (урахла — "Юхма пĕрлешĕвĕ", [[1991]]-мĕш çултанпа ĕçлет).
 
Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче 9 секци (жанр тĕсĕсемпе пайланă), [[вырăс чĕлхи|вырăс]] (ертӳçи — Зимина Г.В.) тата мари (ертӳçи — Г.Григорьев-Тотир) уйрăмĕсем ĕçлеççĕ.
 
Пĕрлешӳре пултаруллă ачасем вали шкул пур. Унта 70 яхăн çамрăк вĕренет (ертӳçи — [[Роза Шевлепи]]);
Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пиллĕк филиал:[[Сĕнтĕрвăрри]] (В.В.Савельев-Саруй),[[Вăрмар]] (Н.И.Иванов-Пихампар), [[Çĕнĕ Шупашкар]] (В.П.Пугачёва), [[Патăръел]] (В.В.Васильев) тата [[Чĕмпĕр]] ([[Ларионов Николай Николаевич|Н. И. Ларионов]]).
 
Асăннă Пĕрлешӳре 110 яхăн пайташ: [[Анатолий Ырьят]], Анатолий Хум, [[Петĕр Вашават]], Юрий Никитин, Чĕкеç Люççи, Улатимĕр, [[Ларионов Николай Николаевич|Николай Ларионов]].
 
Малтан асăннă икĕ пĕрлешÿ 1991-мĕш çултанпа пулнă "Чăваш Ен çыравçисен пĕрлешĕвĕ" текенни пайланнипе пулса кайнă.
 
== Литература тиркевĕ (тишкерĕвĕ) тата публицистика ==