Рерих, Николай Константинович: различия между версиями

нет описания правки
Нет описания правки
Нет описания правки
'''Никола́й Константи́нович Ре́рих''' (1874 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕ (юпа уйăхĕн 9-мĕшĕ), [[Санкт-Петербург]] — 1947 çулхи раштав уйăхĕн 13 -мĕшĕ, Наггар, Химачал-Прадеш, [[Инди]]) — [[Вырăссем | вырăс]] ӳкерӳçĕ, шухăшлавçă, [[çыравçă]], çулçӳревçĕ, археолог<ref>Скумин В.А., Ауновская О.К. [http://biblmdkz.ru/svet.html Светоносцы (о семье Рерихов)]. — Новочебоксарск: Терос, 1995. — 114 с.</ref>.
 
Пурнăç тăршшĕпе тĕнчери паллă галерейăсенче упранакан 7000-е яхăн картина ÿкернĕӳкернĕ, нумай литература ĕçĕ хатĕрленĕ. Рерих Пакчĕн пуçаруçи тата авторĕ.
 
Рерих 42 çул Раççейре, 20 çул [[Инди]]ре, 3 çул Америкăра, 2 çул [[Финлянди]]ре, 1 çул [[Франци]]ре, 1 çул [[Англи]]ре, 2 çул Китайра, çулталăк çурă Тибетра, 7-8 уйăх [[Монголи]]ре пурăннă.
 
== Кун-çулĕ ==
1874-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çуралнă. 1897-мĕш çулта Император ÿнерӳнер ăкадемине пĕтернĕ, 1898-мĕш çулта вара - Санкт Петербургри Император университечĕн юридици факультетне. 1901 çулта Николай Рерих [[Рерих Елена Ивановна|Елена Ивановна Шапошниковăна]] качча илнĕ. Вăл Н.К.Рерихшăн кил управçи анчах мар, икĕ талантлă ывăлăн - [[Рерих Юрий Николаевич|Юрийпе]] [[Рерих Святослав Николаевич|Святославăн]] - амăшĕ те, пур ĕçĕнчи юлташĕ те, ĕçлеме хавхвлантараканĕ те пулса тăнă.
 
Н.К.Рерих 1901 çулта ÿнереӳнере хавхалантаракан Общество секретарĕ, 1906-мĕш çулта — ÿнерӳнер шкулĕн директорĕ, 1909-мĕш çулта Раççейри ÿнерӳнер академийĕн академикĕ пулса тăнă, 1910-мĕш çулта «[[Илемлĕх тĕнчи]]» ÿнерӳнер пĕрлешĕвне ертсе пыма пуçланă. Николай Константинович Раççейри ÿнерĕӳнерĕ чĕрĕлĕвĕн Обществине йĕркелекенĕсенчен тата унăн ĕçне активлă хутшăнаканĕсенчен пĕри пулнă, Раççейре ÿнерӳнер тата аваллăх палăкĕсене хÿтĕлекенсенхӳтĕлекенсен тата сыхлакансен Обществине, тата ытти нумай пĕрлешÿсенепĕрлешӳсене тăван енре анчах мар, чикĕ леш енче те пуçарса ертсе пынă.
 
[[Нью-Йорк]]ра 1920-1922 сулсенче Н.К.Рерих пĕрлешÿллĕпĕрлешӳллĕ ÿнерӳнер институтне йĕркеленĕ. Унтах, 1923-мĕш çулта, Рерих Музейĕ уçăлнă. 1924-1928-мĕш çулсенче Николай Константинович Гималай, Тибет, Монголи урлă, 1934-1935- мĕш çулсенче вара Маньчжурипе Китай урлă наука-ÿнерӳнер экспедицине йĕркелес шухăш тытать. 1942-мĕш çулта вăл пуçарнипе [[Пĕрлешнĕ Штатсем|АПШра]] Америка-вырăс культурин ассоциацийĕ йĕркеленет, Н.Рериха унăн хисеплĕ президентне суйлаççĕ.
 
1928- мĕш çулта Рерихсен çемйи Хĕвеланăç Гималайри Кулу тăрăĕнче пурăнма пуçланă. Унта «Урусвати» Гималай наука тĕпчев институчĕ йĕркеленнĕ. Анăçлă ĕçленĕ пирки вăл тĕнчипех палăрнă. 285 институтпа, университетсемпе, наука обществисемпе, медицина учрежденийĕсемпе, музейсемпе тата библиотекăсемпе çыхăну тытнă.
 
Рерихăн культура анинчи ĕçне Çветтуй Анна, Çветтуй Владимир,Çветтуй Станиславăн III- мĕш степеньлĕ вырăс орденĕсемпе, Çветтуй Саввăн I-мĕш степеньлĕ Югослави орденĕпе, [[Швеци|Швед]] патшалăхĕн Çурçĕр çăлтăрĕн I-мĕш степеньлĕ орденĕпе, [[Франци]]н çÿллĕçӳллĕ шайри наградипе — Хисеплĕ Легион орденĕпе хисеплесе палăртнă.<ref>Скумин В.А. Культура Здоровья — фундаментальная наука о человеке. — [[Çĕнĕ Шупашкар|Новочебоксарск]]: Терос, 1995. — С. 59-60. — 132 с.</ref>
 
== Курав речĕ ==
File:Nicholas Roerich, Guests from Overseas.jpg| Варяксем. Николай Рерих.
File:Le Sacre du printemps by Roerich 03.jpg| Н.К. Рерих, Игорь Стравинскин "Таса Çуркунне" балечĕн декорацийĕ,1910.
File:Lélue (Sacre du printemps, ballets russes) (4557057918).jpg| Н.К. Рерих, Игорь Стравинскин "Таса Çуркунне" балечĕн тумтир ÿкерчĕкĕӳкерчĕкĕ, 1910.
File:Russian prince takes tribute by Roerich.jpg| Полюдье, Н.К. Рерих ӳкерчĕкĕ.
</gallery>
572

правки