Нимĕç чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
50-мĕш йĕрке:
 
Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă<ref name="ReferenceA">{{кĕнеке|пуçелĕк=Немецкий язык // Языкознание. [[Большой энциклопедический словарь]]|яваплă=Тĕп ред. [[Ярцева Виктория Николаевна|В. Н. Ярцева]]|кăларăм=2-мĕш кăл.|вырăн=М.|издательство=[[Большая Российская энциклопедия (издательство)|Большая Российская энциклопедия]]|çул=1998|страницы=329|isbn=5-85270-307-9}}</ref>.
 
Нимĕç чĕлхи [[прагерман чĕлхи]] кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, [[праиндоевропа чĕлхи]]нчен уйрăлса кайнăскер пулать. [[Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăнни|Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă]] хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла [[Герман чĕлхисем|герман чĕлхисенчен]] уйăрса янă. [[Вăтам ĕмĕрсем|Вăтам ĕмĕрсенче]] [[Тури енчи нимĕç чĕлхи|тури нимĕç]], унăн хыççăн — [[ирхи тури нимĕç чĕлхи|ирхи тури нимĕç]] [[Фонетика|фонетикипе]] [[Морфологи (лингвистика)|морфологи]], лексика йĕркеленчĕкĕпе [[синтаксис]] аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ [[XVII ĕмĕр]]ĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ [[тури нимĕç чĕлхи]]. Ăна ура çине тăратма [[Лютер Мартин|Мартин Лютерăн]] [[Лютер библийĕ|Библийĕ]], [[Гёте Иоганн Вольфганг фон|Иоганн Вольфганг фон Гёте]] , [[Клопшток Фридрих Готлиб|Фридрих Готлиб Клопшток]] тата [[Готтшед Иоганн Кристоф|Иоганн Кристоф Готтшед]] çыравçăсен пултарулăхĕ, [[Аделунг Иоганн Кристоф|Иоганн Кристоф Аделунг]], [[Гримм тăвансем|Гримм тăвансен]] тата [[Дуден Конрад|Конрад Дуден]] лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă<ref name="ReferenceA"/>.
 
Хальхи [[литература нимĕç чĕлхи]]н никĕсне [[Тури нимĕç диалекчĕсем|тури нимĕç диалекчĕсене]] хунă. Унсăр пуçне уйрăмла [[нимĕç чĕлхин далекчĕсем|нимĕç диалекчĕсем]] (сăмахран, [[Анатри нимĕç диалекчĕсем|анатри нимĕç]] е [[Алеманн диалекчĕсем|алеманн]]) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ [[нимĕç чĕлхин варианчĕсем]] пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ<ref name="ReferenceA"/><ref name="Немецкий язык"/>.