Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
TohaomgBot (Сӳтсе яв | хушни)
п БОТ: Заменено растровое изображение на изображение в формате SVG.
81-мĕш йĕрке:
 
=== I-мĕш Тĕнче Вăрçи, Аслă Депресси, тата II-мĕш Тĕнче Вăрçи ===
[[Ӳкерчĕк:Dust Bowl - Dallas, South Dakota 1936.jpg|thumb|200px|Тусан Пырши аркатнă ферма, 1936]][[1914]]-мĕш çулта [[Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи|I-мĕш Тĕнче вăрçи]] тухсан Америкă хутшăнман. Американсем [[Аслă Британи|Британи]]пе [[Франци]]е кăмăлланă, çапах та интервенцие хирĕççисем те йышлă пулнă уйрăмах ирланд- тата [[нимĕç]]сем-Американсем. 1917-мĕш çулта Америка [[Антанта]] енлĕ пулса вăрçа хутшăнать. Вăрçă вĕçленсен, Европă ĕçне хутшăнас мар тенипе Америка сеначĕ [[Нацисен Лиги]]не йĕркелекен [[Версаль Килĕшĕвĕ|Версаль Килĕшĕвне]] çирĕплетмест. Çĕршыв [[изоляционизм]] политикине тытса пырать. [[1920]]-мĕш çулта хĕрарăм прависемшĕн кĕрешекен юхăм [[конституци]]не хĕрарăма [[сасăлав]] тата ытти [[ирĕк]] паракан тӳрлетӳ çыртарать. Вăрçăра кĕрешнĕшĕн [[1924]] çулта Америкăн тĕп халăхĕсене АПШ [[граждан]]ĕсем пулса тăма ирĕк параççĕ.
 
20-мĕш çулсенче Америка хуçалăхĕ [[индустри]] ӳснĕ май чечекленсе каять. Анчах индустрие хăпартнăшăн парăм ӳссе пырать, [[биржă]]на инфляци çапать, вара 1929 çулта тытăм арканать те, Америка [[Аслă Депресси]] саманине кĕрет. 1932 суйланă [[Франклин Рузвельт]] президент правительствăна экономикă тытăмне йĕркелесе тăма ирĕк паракан [[Çĕнĕ Татăçу]] сĕнет. [[Тусан Пырши]] ятлă çил-тăвăлсем 30-мĕш çулсенче чылай ял-хуçалăх пĕрлешĕвĕсене аркатса тăкать, халăх çĕнĕ вăйпа анăçа куçма тапратать. [[1941]] çулта Америка II-мĕш тĕнче вăрçине хутшăнса союзникĕсене çар хатĕрĕ кӳрме тытăнни çĕршывăн индустрине чĕртет.