Тан Турă Амăш турăшĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
29-мĕш йĕрке:
 
== Ăшлăхĕ ==
Турăш икĕ енлĕ: пичĕ енчен Турамăш сăнарĕ Пепкипе, хыçалти енĕ çинче Турă Амăш Вилнине ÿкернĕ.
 
Турăш пичĕ çырнă мел енчен Елеуса тĕсне (Юмартлăх) хушăнать.
 
Йӗрке 37 ⟶ 38:
Пепке Христосăн охра тĕслĕ хитонне хутлатнă ылтăн йĕрпе чĕнтĕрлесе сенкер клавпа илемлетнĕ. Ăна, гиматий пекех, ылтăн ассистпа сăрланă. Иисус аллинчи çавăрса хунă хутне ылтăн кантрапа çыхнă. Турпепкен усăнса анакан тумĕсене складки одежд Богомладенца Марье сулахай аллипе тытса илет.
 
Турамăш Мафорине чие çырли тĕслĕ сăрăпа çырнă, çÿçеллĕ хĕррине ылтăнпа капăрлатнă тата йăла тăрăх виçĕ ылтăн çăлтăрпа илемлетнĕ, ку вăл таса хĕр пулнине пĕлтерет (Çăлакан çураличчен, çуралнă чух, çуралсан). Марье пуçĕ çинче сенкер калпак.
 
=== Хыçалти енĕ ===
Йӗрке 43 ⟶ 44:
 
Хыçалти, питĕ лайăх упранса юлнă (киноварпа çырнă «Сăваплă Турă Амăш Вилни» тени те юлнă) енĕ çинче Турă Амăш Вилнине ÿкернĕ.
 
Композици варринче Иисус Христа вырнаçтарнă (вăл ыттисенчен икĕ хут пысăкрах), унăн аллинче пĕчĕк çех кипкеленĕ кÿлепе — ку Турамăшĕн вилми чунне пĕлтерет. Унăн умĕнче вилнĕ Таса Хĕр Мария. Ăна вуникĕ апостол тата икĕ епископ (Иаков, иерусалим епископĕ тата Иерофей, Афин епископĕ) çавăрса илнĕ, вĕсем Турамăшĕн юлашки сывлăш тухмиччен унпа юнашар [[Иерусалим]]ра пулнă. Пулса иртнине икĕ енчен те çуртсем хупăрлаççĕ, ку вăл кил-çуртра пулса-иртнине пĕлтерет.Турамăшĕн умĕнче çурта çунать, ку пурнăç сÿнсе пынине пĕлтерет.