Кословккă (Патăрьел районĕ): различия между версиями

/* Паллă çыннисем тата ытти харкамлăхсемÇак ялта çуралса ÿснисем тата, çавăн пекех, 1929-мĕш ( е, калăпăр, 1930-мĕш) çулччен урăх тĕлте (Çĕнĕ Ахпÿ…
п (Разрешение значений с помощью бота: Кивĕ Ахпӳрт — изменение ссылок на Кивĕ Ахпӳрт (Патăръел районĕ))
(/* Паллă çыннисем тата ытти харкамлăхсемÇак ялта çуралса ÿснисем тата, çавăн пекех, 1929-мĕш ( е, калăпăр, 1930-мĕш) çулччен урăх тĕлте (Çĕнĕ Ахпÿ…)
* Долгов Анатолий Николаевич ([[1948]] çур.) , [[мусăк]] [[вĕрентекен|вĕрентевçи]], милици ĕçлевçи ([[1979]]-[[1997]]-мĕш çулсенче [[Патăрьел районĕ]]н шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă), [[1997]]-[[2003]]-мĕш çулсенче районти вĕрентÿ ĕслевçисен профсоюзне ертсе пынă, район шайĕнчи волейболист; Хальхи вăхăтра [[Патăрьел]]ĕнче пуранать<ref>[http://21310s12.edusite.ru/p88aa1.html Мусăк вĕрентевçисем]</ref>.
* Долгов Евгений Николаевич, [[мусăк]] [[вĕрентекен|вĕрентевçи]], район шайĕнчи волейболист. Хальхи вăхăтра [[Тури Туçа]] япĕнче пурăнать.
* Мякин Алексей Николаевич ([[1956]] çур.), — Патăрьел районĕнчи ЧРОООО ВОИн ертÿçи (хăш тапхăрта пулни паллă мар), Чăваш республикинчи ВОИ йĕркелĕмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн ертÿçи<ref>[http://www.voi.ru/organizations/regionalnye_organizaci/chuvahskaya_respublikanskaya_org Чувашская республиканская организация ВОИ.]</ref>,
 
== Ĕлĕкхисене аса илни ==
Нумаях та пулмасть-ха Кословккă чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. Акă Симĕс урамăн çурçĕр вĕçĕнче ÿсекен йывăçсен ушкăнне ([[тирек|тирексем]], Америка [[вĕрене|вĕренисем]]) ''шкул пахчи'' теççĕ. Тĕрĕс, унта пуçламăш [[шкул]] çурчĕ пулнă. Кословккă тата [[Пăлакасси]] ачисем вĕреннĕ çавăнта. Чи малтанхи [[вĕрентекен|вĕрентевçĕсем]] — В.И.Уруков тата унăн мăшăрĕ А.А.Урукова. Вăл шкула ĕлĕкхи [[топографи]] [[карттă|карттисем]] çинче паян та курма май пур<ref>[http://www.etomesto.ru/tut121749/ Ĕлĕкхи карттăсем онлайн.]</ref>. Алкумлă, уçă верандăллă [[çурт]]. Шалти уçлăха хăмаран тунă урлăмпа икĕ пая уйăрнă. Урлăмне ятарлă çекĕлпе тата тăпсасем пулăшнипе маччаран çакса яма май пулнă кирлĕ чухне. Сăмахран, Çĕнĕ Çулхи савăнăçлă вăхăтсене паллă тунă чух. Пĕр хутчен вăл çуртра [[ял]] [[халăх|халăхне]] кино та килсе кăтартнă — Валентин Катаев [[хайлав|хайлавĕпе]] майлаштарнă "Сын полка" текенскерне. Тĕп çурт çумĕнче шкулăн хушма хуралтисем те пулнă. Тата — шыв илмелли пусă (унăн йĕррисем паянхи кун та пур).
14 171

правка