Яклашкин Морис Николаевич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
PCode (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
(уйрӑмлӑхсем ҫук)

20:37, 19 Юпа уйӑхӗн 2005 вӑхӑтри верси

Яклашкин Морис Николаевич, — хор дирижёрĕ, вĕрентекен, профессор (1999). 1947 çулхи авăн уйăхĕн 4 Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче çуралнă.

1989 çулта Чăваш АССРăн тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ, 1992 çулта Раççей Патшалăхĕн тава тивĕçлĕ исскуство ĕçченĕ ячĕсене тивĕçлĕ пулнă. 1997 çулта Чăваш Енĕн патшалăх премиĕн лауриачĕ пулнă.

Пурнăçĕ

Канаш педагогика училищине, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн кĕвĕпе педагогика факультетне, Чулхулари консерваторине (1982, А. А. Лемединский класĕ) вĕренсе пĕтернĕ. Пултаруллăхĕ Чăваш Гостелерадио хорĕпе çыхăннă. Хорта вăл 1977 çултанпа хормейстер, 1986 çултанпа художество ертӳçи тата тĕп дирижёрĕ пулнă. 1992 çулта вăл хорăн ятне Чăваш патшалăх академи капелли çине улăштарнă. Унăн хорĕ нумай хулана çитсе курнă: Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула, Тюмень, Хусан, Йошкар-Ола, Саранск, Ижевск, Ĕпхӳ. Çавăн пекех Венгрире тата Чехословакинче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

Халĕ Морис Яклашкин Шупашкарти кĕвĕ училищинче тата Чăваш педагогика университетĕнчт кĕвĕпе педагогика факультечĕнче хор дисциплинисене вĕрентет.