Хурăн: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
20-мĕш йĕрке:
'''Хурăн''' ({{lang-la|Bétula}}) — çулçă ӳкерекен йывăçсемпе тĕмсен йышĕ. Çурçĕр полушаринче анлă сарăлнă. Раççей территоринче чи анлă сарăлнă йывăçсен шутне кĕрет. Тĕсĕсен шучĕ çĕре яхăн <ref name="Kew">[http://apps.kew.org/wcsp//qsearch.do?plantName=Betula&page=quickSearch World Checklist of Betula. The Board of Trustees of the Royal Botanic Gardens, Kew.]</ref> е нумайрах <ref name="Flora">Флора Восточной Европы, т. 11./ Под ред. [[Н. Н. Цвелёв]]а. М.; СПб; Тов-во научных изданий КМК. 2004. — с. 65</ref>.
== Биологи ==
[[Ӳкерчĕк:Betula_lenta_-_Köhler–s_Medizinal-Pflanzen-021.jpg|thumb|left|Чие евĕрлĕ хурăн. Köhler's Medizinal-Pflanzen справочникĕнчен, 1887 çул]] Хурăн йышăнчи ӳсентрансенчен нумайĕшĕ 30-45 м çӳллĕш йывăçсем, вуллине ыталасан 120—150 см таран. Хăшпĕр тĕсĕсем - [[тĕм]]сем, çĕр çинче выртса кăштах çĕкленекен таран. Пурте пĕр çуртлă, аçа тата ама чĕчеклĕ, кăчăкинкăчăка тусанне çилпĕ сараççĕ.<ref name="ЛАС">{{кĕнеке|автор=Лантратова А. С.|пуçелĕк=Деревья и кустарники Карелии : Определитель|ссылка=|место=Петрозаводск|издательство=Карелия|год=1991|страницы=106—107|isbn=5-7545-0369-5}}</ref>
[[Тымар]]ĕсем хăватлă. Хăшпĕр тĕсĕсен çĕр çиĕн, нумайĕшĕн чалăшрах тарăн каять. Хунавĕн тĕп тымарĕ хăвăрт ӳсме прахать, анчах айккинчисем вăйлă ӳсеççĕ, вĕсем çинче нумай вĕтĕ пĕчĕк тымар çитĕнет. Хурăн малтанхи çулсенче кăна майĕпен ӳсет, кайран вăйланса кайса [[курăк]]сенчен иртсе каять.
[[Ӳкерчĕк:Betula_platyphylla_01-10-2005_14.55.38.JPG|thumb|Лаптăк çулçăллă хурăнăн хуппи]]