Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
68-мĕш йĕрке:
[[1783]] çулта, [[Америка]] [[Франци]] пулăшнипе [[Аслă Британи]] çарне парăнтарать, вара Британи 13 штатăн [[никамапăхăнманлăх]]не (суверенитетне) паллакан пулать. [[1787]] çулта тĕреклĕ нацилле правительство йĕркелес шухăшлисем [[Конституци]] пухăвне пуçтарăнаççĕ. [[1788]] çул патне 9 штат Пĕрлешӳллĕ Штатсен Конституцине хапăллать. Республикăн пĕрремĕш Сеначĕ, пĕрремĕш Элчĕсен Çурчĕ, пĕрремĕш президенчĕ [[Джордж Вашингтон]] [[1789]] çулта ĕçлеме пуçлаççĕ. Çулталăк хушши, [[Филаделфи]]е куçиччен федерацин тĕп хули [[Çĕнĕ Йорк]] пулать. 1791 çулта штатсем [[Ирĕксен Биллĕ|Ирĕксен Билне]] ырлаççĕ, конституцире [[федераци]] [[этем]]е ирĕксĕрлетме пултарманнине палăртакан, этем ирĕкĕсене саккунлăн хӳтĕлеме гарантилекен 10 тӳрлетӳ кĕртеççĕ. [[Чуралăх]] çине урăхла куçпа пăхаççĕ. Конституци йĕрки [[Африка]] [[Чура суту-илĕвĕ|чурисен сутти]]не [[1808]]-мĕш çулччен кăна хӳтĕлеме хушать. Çурçĕрти штатсем [[Чура суту-илĕвĕ|чура сутти]]не [[1780]]-[[1804]] çулсем хушшинче чараççĕ, чуралăха хӳтĕлекен штатсем кăнтăрта юлаççĕ. [[1800]]-мĕш çулта федераци правительстви кăнтăрта çĕнĕлле никĕсленĕ [[Вашингтон]] хулине куçать. Иккĕмĕш [[Аслă Вăрану]] витернипе [[евангелизм]] тĕрлĕ социаллă [[реформа|реформăсешĕн]] кĕрешекен юхăмсен тĕрекĕ пулса тăрать.
 
Америка анăçалла сарăлас килнипе 19-мĕш вĕçне çити [[индейсем]]пе вăрçă вăрçать, çĕрĕсене туртса илет. [[1803]] çулта [[Томас Джефферсон]] [[президент]] пулнă чухне, унччен Францие пăхăннă çĕрсене (Луизиана çĕр-шывĕ) Америка [[Луизианăна сутăн илни|укçа тӳлесе илет]] те, федераци лаптăкĕ икĕ хут пысăкланать. 1812 çулта Британи суту-илӳре юри чăрмантарать тесе Америка ăна хирĕç [[Анкăл-американ вăрçи|вăрçă]] пуçлать. Вăрçă Америка [[национализм]]не çирĕплетет. [[Флорида]] çĕрне çар кĕртсе Америка [[Испани]]е Мексика пырĕ хĕрринчи çĕре партарать. 1845 çулта Америка [[Техас]] Республикине [[аннекси]]лет. Халăхра [[Америка]] [[Атлантика]] [[Океан]]ĕнчен анăçалла [[Лăпкă Тинĕс]] çити анлăланасси ун пӳрнĕ шăпи текен шухăш сарăлнă. 1846 çулти [[Орегон]] килĕшĕвĕ тăрăх унччен Британи тытса тăнă çурçĕр-хĕвеланăç çĕрĕсем Америкăна куçаççĕ. [[1848]] çулта [[Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă|Мексика вăрçине]] çĕнтернĕ хыççăн Америкăна [[Калифорни]] тата ытти кăнтăр-хĕвеланăç çĕрĕсем куçаççĕ. [[1848]]-[[1849]] çулсенчи Калифорни [[Ылтăн Чирĕ]] анăç [[миграци]]не вăйлатать. Çĕнĕлле хывнă чукун çулсем куçакансемшĕн çăмăллăх кӳреççĕ, анчах вырăнти индейсене çĕтĕлтереççĕ. Çур ĕмĕр хушшинче 40 мĕльюна яхăн [[бизон]]а тирĕшĕн тата чукун çул хурас ĕçе çăмăллатмашкăн пусаççĕ. Индейсемшĕн хуçалăх тĕрекĕ пулнă [[бизон]] пĕтни хир халăхне те вилĕм патне илсе çитерет.
 
=== Граждан вăрçи тата Индустриленни ===