Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
54-мĕш йĕрке:
Америкăн тĕп çĕрĕн вырăнти халăхĕсем [[Ази]]рен сахалран 12 000 е нумайран 40 000 çул каялла пуçласа куçнă. Çав халăхсенчен хăшĕ-пĕри Колумб саманиччен тухăçлă çĕр ĕç туса, капмар çуртсем хăпартса, [[патшалăх]]сем йĕркелесе пурăннă. Вырăнти Америка халăхĕпе пĕрремĕш хут [[Христофор Колумб]], Европă тĕпчевçи, [[1493]] çулхи [[чӳк, 19|чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче]] [[Пуэрто-Рико]] çĕрне çитсе çыхăнать. Çав çултан пуçласа, Америкăн тĕп халăхĕн нумайăшне [[Еврази]]рен килнĕ чир-мур вĕлерсе тăкать.
 
Хальхи Америкăн тĕп çĕрĕ-шывĕнче, [[Флорида]] тесе чĕннĕ тăрăхра чи малтан [[Испани|испан]]сем колони хывнă. Хайхи малтанхи [[Испани|испан]] ялĕсенчен [[1565]] çулта никĕсленĕ Сант-Августин кăна тăрать. Каярахпа испансем Америкăн кăнтăр-хĕвеланăç енне куçма тапратаççĕ, унтан пинĕ-пинĕпе испан ялĕсем Мексикă урлăшĕпе сарăлаççĕ. [[Франци]]рен килнĕ [[мамăк]]-[[тир]] усламçисем хăйсен ялĕсене [[Çĕнĕ Франци çĕрĕсенче, [[Аслă Кӳлĕ]] тавра çавăраççĕ, унтан [[Çурçĕр Америка|Çурçĕр Америкăн]] чылай шалти çĕрĕ-шывне – [[Мексика пырĕ]] таранах хăйсен аллине илеççĕ.
 
Аслă Британи малтанхи ялĕ-хулисене Вирчини ([[1607]] ç.) тата Плимăс ([[1620]] ç.) колонийĕсенче хывать. [[1628]] çулта [[Массаччуссăтс Пырĕ]]нчи Колоние никĕслени миграци юхăмне вăйлатать, вара [[1634]] çула [[Çĕнĕ Англи]]ре 10 000 яхăн [[пуритан]] вырнаçать. 1610 çултан революциччен [[Британи]] хăйĕн колнийĕсене 50 000 пине яхăн ристан ярать.