Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
64-мĕш йĕрке:
=== Пăхăнманлăхпа Анлану ===
[[Ӳкерчĕк:Declaration_independence.jpg|200px|thumb|right|Джон Трумбул, [[Пăхăнманлăх Декларацийĕ]], 1817-18]]
Вырăнти [[колони]]семпе [[Аслă Британи]] хутшăнăвĕсем хĕрӳленсе пыни [[1760]]-70-мĕш çулсенче [[революци]]лле тапхăра илсе çитерет. [[1775]] çулта [[Америка вăрçи]] тухать, [[1781]] çулччен пырать. [[1775]]-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче [[Филаделфи]]ре пухăннă Континент Конгресĕ Континент Çарне никĕслет, [[Джордж Вашингтон]]а ертӳçе лартать. «Кашни этеме тан туса янă» тесе, «этемĕн несĕллĕх прависене» палăртса [[1776]] çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Конгрес [[Томас ДжеферсонДжефферсон]] сĕннĕ [[Пăхăнманлăх Декларацийĕ|Пăхăнманлăх Деклараци]]не йышăнса штатсене сулчă федрацие пĕрлештерет. Малтанхи йĕрке [[1788]] çулччен тытăнса тăрать. [[Аслă Британи|Британи]] патши майлă 70-80 çын [[Нова Скоти]]е тата Британин [[Канада|Канадăри]] урăх çĕнĕ çĕрĕсене тарать. Америкăн вырăнти халăхĕсем вăрçăн анăç фронтĕнче икĕ еншĕн те кĕрешеççĕ.
 
[[1783]] çулта, [[Америка]] [[Франци]] пулăшнипе [[Аслă Британи]] çарне парăнтарать, вара Британи 13 штатăн [[никамапăхăнманлăх]]не (суверенитетне) паллакан пулать. [[1787]] çулта тĕреклĕ нацилле правительство йĕркелес шухăшлисем [[Конституци]] пухăвне пуçтарăнаççĕ. [[1788]] çул патне 9 штат Пĕрлешӳллĕ Штатсен Конституцине хапăллать. Республикăн пĕрремĕш Сеначĕ, пĕрремĕш Элчĕсен Çурчĕ, пĕрремĕш президенчĕ [[Джордж Вашингтон]] [[1789]] çулта ĕçлеме пуçлаççĕ. Çулталăк хушши, [[Филаделфи]]е куçиччен федерацин тĕп хули [[Çĕнĕ Йорк]] пулать. 1791 çулта штатсем [[Ирĕксен Биллĕ|Ирĕксен Билне]] ырлаççĕ, конституцире [[федераци]] [[этем]]е ирĕксĕрлетме пултарманнине палăртакан, этем ирĕкĕсене саккунлăн хӳтĕлеме гарантилекен 10 тӳрлетӳ кĕртеççĕ. [[Чуралăх]] çине урăхла куçпа пăхаççĕ. Конституци йĕрки [[Африка]] [[Чура суту-илĕвĕ|чурисен сутти]]не [[1808]]-мĕш çулччен кăна хӳтĕлеме хушать. Çурçĕрти штатсем [[Чура суту-илĕвĕ|чура сутти]]не [[1780]]-[[1804]] çулсем хушшинче чараççĕ, чуралăха хӳтĕлекен штатсем кăнтăрта юлаççĕ. [[1800]]-мĕш çулта федераци правительстви кăнтăрта çĕнĕлле никĕсленĕ [[Вашингтон]] хулине куçать. Иккĕмĕш [[Аслă Вăрану]] витернипе [[евангелизм]] тĕрлĕ социаллă [[реформа|реформăсешĕн]] кĕрешекен юхăмсен тĕрекĕ пулса тăрать.