Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
54-мĕш йĕрке:
Америкăн тĕп çĕрĕн вырăнти халăхĕсем [[Ази]]рен сахалран 12 000 е нумайран 40 000 çул каялла пуçласа куçнă. Çав халăхсенчен хăшĕ-пĕри Колумб саманиччен тухăçлă çĕр ĕç туса, капмар çуртсем хăпартса, [[патшалăх]]сем йĕркелесе пурăннă. Вырăнти Америка халăхĕпе пĕрремĕш хут [[Христофор Колумб]], Европă тĕпчевçи, [[1493]] çулхи [[чӳк, 19|чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче]] [[Пуэрто-Рико]] çĕрне çитсе çыхăнать. Çав çултан пуçласа, Америкăн тĕп халăхĕн нумайăшне [[Еврази]]рен килнĕ чир-мур вĕлерсе тăкать.
 
Хальхи Америкăн тĕп çĕрĕ-шывĕнче, [[Флорида]] тесе чĕннĕ тăрăхра чи малтан [[Испани|испан]]сем колони хывнă. Хайхи малтанхи [[испан]] ялĕсенчен [[1565]] çулта никĕсленĕ Сант-Августин кăна тăрать. Каярахпа испансем Америкăн кăнтăр-хĕвеланăç енне куçма тапратаççĕ, унтан пинĕ-пинĕпе испан ялĕсем Мексикă урлăшĕпе сарăлаççĕ. [[Франци]]рен килнĕ [[мамăк]]-[[тир]] усламçисем хăйсен ялĕсене [[Çĕнĕ Франци çĕрĕсенче, [[Аслă Кӳлĕ]] тавра çавăраççĕ, унтан [[Çурçĕр Америка|Çурçĕр Америкăн]] чылай шалти çĕрĕ-шывне – [[Мексика пырĕ]] таранах хăйсен аллине илеççĕ.
 
Аслă Британи малтанхи ялĕ-хулисене Вирчини ([[1607]] ç.) тата Плимăс ([[1620]] ç.) колонийĕсенче хывать. [[1628]] çулта [[Массаччуссăтс Пырĕ]]нчи Колоние никĕслени миграци юхăмне вăйлатать, вара [[1634]] çула [[Çĕнĕ Англи]]ре 10 000 яхăн [[пуритан]] вырнаçать. 1610 çултан революциччен [[Британи]] хăйĕн колнийĕсене 50 000 пине яхăн ристан ярать.
66-мĕш йĕрке:
Вырăнти [[колони]]семпе [[Аслă Британи]] хутшăнăвĕсем хĕрӳленсе пыни [[1760]]-70-мĕш çулсенче [[революци]]лле тапхăра илсе çитерет. [[1775]] çулта [[Америка вăрçи]] тухать, [[1781]] çулччен пырать. [[1775]]-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче [[Филаделфи]]ре пухăннă Континент Конгресĕ Континент Çарне никĕслет, [[Джордж Вашингтон]]а ертӳçе лартать. «Кашни этеме тан туса янă» тесе, «этемĕн несĕллĕх прависене» палăртса [[1776]] çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Конгрес [[Томас Джеферсон]] сĕннĕ [[Пăхăнманлăх Декларацийĕ|Пăхăнманлăх Деклараци]]не йышăнса штатсене сулчă федрацие пĕрлештерет. Малтанхи йĕрке [[1788]] çулччен тытăнса тăрать. [[Аслă Британи|Британи]] патши майлă 70-80 çын [[Нова Скоти]]е тата Британин [[Канада|Канадăри]] урăх çĕнĕ çĕрĕсене тарать. Америкăн вырăнти халăхĕсем вăрçăн анăç фронтĕнче икĕ еншĕн те кĕрешеççĕ.
 
[[1783]] çулта, [[Америка]] [[Франци]] пулăшнипе [[Аслă Британи]] çарне парăнтарать, вара Британи 13 штатăн [[никамапăхăнманлăх]]не (суверенитетне) паллакан пулать. [[1787]] çулта тĕреклĕ нацилле правительство йĕркелес шухăшлисем [[Конституци]] пухăвне пуçтарăнаççĕ. [[1788]] çул патне 9 штат Пĕрлешӳллĕ Штатсен Конституцине хапăллать. Республикăн пĕрремĕш Сеначĕ, пĕрремĕш Элчĕсен Çурчĕ, пĕрремĕш президенчĕ [[Джордж Вашингтон]] [[1789]] çулта ĕçлеме пуçлаççĕ. Çулталăк хушши, [[Филаделфи]]е куçиччен федерацин тĕп хули [[Çĕнĕ Йорк]] пулать. 1791 çулта штатсем [[Ирĕксен Биллĕ|Ирĕксен Билне]] ырлаççĕ, конституцире [[федераци]] [[этем]]е ирĕксĕрлетме пултарманнине палăртакан, этем ирĕкĕсене саккунлăн хӳтĕлеме гарантилекен 10 тӳрлетӳ кĕртеççĕ. [[Чуралăх]] çине урăхла куçпа пăхаççĕ. Конституци йĕрки [[Африка]] [[чураЧура суттисуту-илĕвĕ|чурисен сутти]]не [[1808]]-мĕш çулччен кăна хӳтĕлеме хушать. Çурçĕрти штатсем [[Чура суту-илĕвĕ|чура сутти]]не [[1780]]-[[1804]] çулсем хушшинче чараççĕ, чуралăха хӳтĕлекен штатсем кăнтăрта юлаççĕ. [[1800]]-мĕш çулта федераци правительстви кăнтăрта çĕнĕлле никĕсленĕ [[Вашингтон]] хулине куçать. Иккĕмĕш [[Аслă Вăрану]] витернипе [[евангелизм]] тĕрлĕ социаллă [[реформа|реформăсешĕн]] кĕрешекен юхăмсен тĕрекĕ пулса тăрать.
 
Америка анăçалла сарăлас килнипе 19-мĕш вĕçне çити [[индейсем]]пе вăрçă вăрçать, çĕрĕсене туртса илет. [[1803]] çулта [[Томас ДжеферсонДжефферсон]] [[президент]] пулнă чухне, унччен Францие пăхăннă çĕрсене (Луизиана çĕр-шывĕ) Америка укçа тӳлесе илет те, федераци лаптăкĕ икĕ хут пысăкланать. 1812 çулта Британи суту-илӳре юри чăрмантарать тесе Америка ăна хирĕç вăрçă пуçлать. Вăрçă Америка [[национализм]]не çирĕплетет. [[Флорида]] çĕрне çар кĕртсе Америка [[Испани]]е Мексика пырĕ хĕрринчи çĕре партарать. 1845 çулта Америка [[Техас]] Республикине [[аннекси]]лет. Халăхра [[Америка]] [[Атлантика]] [[Океан]]ĕнчен анăçалла [[Лăпкă Тинĕс]] çити анлăланасси ун пӳрнĕ шăпи текен шухăш сарăлнă. 1846 çулти [[Орегон]] килĕшĕвĕ тăрăх унччен Британи тытса тăнă çурçĕр-хĕвеланăç çĕрĕсем Америкăна куçаççĕ. [[1848]] çулта [[Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă|Мексика вăрçине]] çĕнтернĕ хыççăн Америкăна [[Калифорни]] тата ытти кăнтăр-хĕвеланăç çĕрĕсем куçаççĕ. [[1848]]-[[1849]] çулсенчи Калифорни [[Ылтăн Чирĕ]] анăç [[миграци]]не вăйлатать. Çĕнĕлле хывнă чукун çулсем куçакансемшĕн çăмăллăх кӳреççĕ, анчах вырăнти индейсене çĕтĕлтереççĕ. Çур ĕмĕр хушшинче 40 мĕльюна яхăн [[бизон]]а тирĕшĕн тата чукун çул хурас ĕçе çăмăллатмашкăн пусаççĕ. Индейсемшĕн хуçалăх тĕрекĕ пулнă [[бизон]] пĕтни хир халăхне те вилĕм патне илсе çитерет.
 
=== Граждан вăрçи тата Индустриленни ===