Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
94-мĕш йĕрке:
1974 çулта Вотергейт сас-хури тухсан, Ричард Никсон демократла президента влаçпа иртĕхнĕшĕн ĕçрен тухтараççĕ. 1980 çулта Рональд Рейгана суйлани Америкăн политики «сылтăмалла» (республикансем енне) сулăннине пĕлтерет. 80-90-мĕш çулсенче [[Совет Союзĕ]]н хăвачĕ чакать те [[СССР арканăвĕ|СССР арканать]]. [[ПНО]]ра ертӳçĕ пулса, союзникĕсемпе Перс кӳлмек тата [[Югослави]] вăрçисене чарайни Америкăн тĕнчери хăрах суперхăват авторитетне çирĕплетет. [[Билл Клинтон]] президент пулнă хушăра (1991 - 2001) Америка экономики тĕнчере самай сарăлать. 1998 çулта гражданла суда лекнĕшĕн, ясар ĕçĕпе çуйăху кăларнăшăн Элчĕсен Çурчĕ [[Билл Клинтон|Клинтона]] айăпласа [[импичмент]]лет; президента Сенат çăлса ĕç вырăнĕнче хăварать.
 
[[2001]] çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче [[Нью-Йорк]] хулинчи ларакан Тĕнчери Суту Центрĕн йĕкĕр çуртне, тата Пентагона самолетсем пырса çапăнаççĕ. Виçĕ пине яхăн çынна вĕлерсе Тĕнчери Суту Центрĕ тата юнашар ларакан темиçе çурта ишĕлтереççĕ. Çак ĕç пулса иртнĕ хыççăн, [[Джордж Буш]] президент преступленишĕн [[Аль-Кайда]] террорисчĕсене айăпласа [[Террорпа Вăрçă]] пуçлать. Çав çулах ÇАПУ çарĕ Афганистана кĕрсе, Талибан правительствине тата Аль-Кайда шкулĕсене çĕмĕрет. Талибансем [[ÇАПУ]] çарне хирĕç партизанла вăрçаççĕ. 2002 çулта иккĕленӳллĕ пĕлтерӳсене шанса [[Джордж Уокер Буш|Джордж Буш]] [[Ирак]]ри влаç режимне пусарма чĕнет. ÇАПУ пулăшма туннине кура [[Джордж Уокер Буш|Джордж Буш]] [[Ирĕкне Кăтартакансен Коалицийĕ]] йĕркелесе 2003 çулта [[Ирака]] çарне кĕртет те, Саддам Хуссейн президентлăхне пĕтерет. Хăй халăхĕ те, тулашри çĕр-шывсем те Иракран çарне кăларма хистинĕ пулин те Америка çарне [[Ирак]]ран илсе тухмасть.
 
== Уявсем ==