Вăрмар районĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
3-мĕш йĕрке:
==Çутçанталăкě==
 
Вăрмар районĕ [[Чăваш платти]] çинче вырнаçнă, рельефĕ сăртлă, район çĕрĕсенче чылай çырмасемпе таткаланса пĕтнĕ темиçе касăнлă пологих увалов тата уйрăмлă çӳллĕшсем пулаççĕ. Çырмасен вăрăммăшĕ 100—200 метрсенчен пуçласа 2—3,5 çм, тарăнăшĕ — 1 м - 10 м. Районта известняксен, доломитсен пурлăхĕсем тупнă, вĕсенчен пĕри Вăрмартан икĕ çухрăмра кăнтăр-анăç енче. Унтан извĕç çăнăхне тăваççĕ, тата ăна Вăрмар стройматериалĕсен завочĕ автомобиль çулĕсем тунă чух те усă кураççĕ. Вăрмартан кăнтăр-анăç енче, 15 çухрăмри Шăхалин[[Шăхаль]] çĕрупранăвĕнче известняксем тата доломитсем пур. Çакăнта кирпĕч тумалли суглинăксен тата тăмсен çĕр айĕнчи пысăках мар виçĕ упранăвĕ пур. Вăрмар упранăвĕ район тĕпĕнчен кăнтăр-тухăç енче 1,5 çухрăмра пулать, ăна Вăрмарти çурт-йĕр материалĕсен завочĕ ĕçе кĕртет. Шоркистры упранăвĕ Шоркистры чукун çул чарăнăвĕнчен 1,8 çухрăмра пулать, унпа [[Канаш]] кирпĕч завочĕн Шоркистры цехĕ усă курать. Ковали салинчен 2 çухрăмра Ковали упранăвĕ пур, ăна халĕ ĕçе яман — пулăçлăха хăварнă.
Климачĕ тӳлĕк континентлă, вăрăм та сивĕ хĕлсем тата ăшă та типĕ çусем. Вăтам температура: кăрлачра -13°С, чи сивви -42 °С; вăтам температура утăра +18,7°С, чи шăрăххи — + 37°С. Çул хушшипе вăтамран 400 мм нӳрĕксем ӳкеççĕ, нумайрах ăшă вăхăтсенче. Çĕр тăрăх юхакан шывсен шучĕ сахал. Пысăк юханшывĕсем: [[Кубня]] тата [[Аниш]], пĕчĕкреххисем: [[Була]], [[Аря]]. Тăпран сарăлнă тĕсĕсем: серых лесных, вĕсем Вăрмар районĕн çĕрĕсен 84 % йышăнаççĕ. Район вăрманлă-çеçенхирлĕ тăрăхĕнче, вăрманлăхĕ (йывăçлăхĕ) 9 % тан пулать. Вăрмансем кăнтăр тата кăнтă-тухăç пайĕсенчех çеç юлнă. Вăрмансенче чылай шутлă юмансем тата çăкасем. Чĕрчунсем кунта сахал. Çурçĕрте тыркассем, тĕпĕнче сăвăрсем тĕл пулаççĕ. Вăрмансенче тилĕсем, мулкачсем, кашкăрсем, хир сыснисем çӳреççĕ, промыçлă кайăксенчен — пăчăрсем, ăсансем, анчах та вĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ.