Пăлхар (Сăпас районĕнчи хула): версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
:''Ытти пĕлтерĕшсене '''[[Пăлхар (пĕлтерĕшсем)]]''' статьяра пăхăр''.
'''Пăлхар''' () — [[Тутарстан]]ти [[Тутарстанти Сăпас районĕ|Сăпас районĕнчи]] [[хула]]. Район центрĕ.
[[Ӳкерчĕк:Bolgar wharfboats.JPG|thumb|270px|[[Атăл]]. Аслă Пăлхар хули çумĕнче]]
'''Аслă Пăлхар''' — [[Атăлçи Пăлхар]] хули. Вăл [[Атăл]]тан 7 çухрăмра, [[Чулман Атăл]] Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан 30 çухрăм анатарахра пулнă. Хăçан никĕсленĕ пирки çырни çук. Çапах та [[пăлхарсем]] çак вырăна Аслă [[Купрат]] вилнĕ хыççăнах килме тытăннă пуль теççĕ.
 
== Истори ==
 
[[920]] çулта вара арабсен çыравçи ал-Балхи Аслă Пăлхар хулине пĕрремĕш хут асăнать. Кури Вантер Пăлхар хули çывăхĕнче Юхан-Васан тата Шерпет кӳлли пулнине калать. Авалхи араб çыравçисем каланă тăрăх, тата тепĕр кӳлĕ — Акăшкӳл — пулнине çыраççĕ. Çак вырăна Виçкӳл тăрăхĕ тенĕ.
 
[[922]] çулта Атăлçи Пăлхара Багдад элчисем килеççĕ. Пăлхарсен патши Алмас хасарсен пусмăрĕнчен хăтăлассишĕн ислам тĕнне йышăнать. [[965]] çулта [[Кейӳ]] кнеçĕ Святослав [[хасарсем|хасарсене]] çĕмĕрсе тăкать. Çакăн хыççăн Атăлçи Пăлхар хăвăрт аталанма тытăнать. Вăл Кейӳ хули пекех чаплăн çиçсе ларнă пулнă.
 
Ун чухне пăлхар пылĕ, пăлхар кӳпи пĕтĕм тĕнчипех саралать. Кунта сутă-илӳ тума [[Китай]]ран та, Ӗнчĕ çĕрĕнчен те, [[Багдад]]па [[Дамаск]]ран та, [[Испани]]рен килсе çӳреме тытăнаççĕ. Кашни çĕртен килнĕ сутăçсен хулара хăйсен урамĕсем, касĕсем пулнă. Хула тавра çĕнĕрен çĕнĕ хӳтлев хӳмисем çĕклеççĕ.
 
Пăлхар хулине тата Атăлçи Пăлхара авалхи арабсен паллă географĕ [[Идриси]] [[1154]] çулта туса хатĕрленĕ картти çинче питĕ курăмлă кăтартнă. Атăлçи пăлхарсем пуян та сумлă халăх пулнă, вĕсен пин-пин утлă кĕтӳсем пулнă, кашни пăлхар юхтă атăпа çӳренĕ. Çăпата сырасси вырăссенчен килсе тухнă.
 
[[1223]] çулта тутар-монголсен çарĕ виçĕ таманĕ (тӳменĕ) [[вырăссем]]пе [[кăпчаксем|кăпчаксен]] пĕрлешнĕ çарне [[Калкă (юханшыв)|Калкă]] шывĕ çинче çĕмĕрсе тăкаççĕ те Атăлçи Пăлхар çĕрне тапăнса кĕреççĕ. Пăлхарсем питĕ васкавлăн çар пухаççĕ те тутар-монголсене хаяр çапăçура çапса аркатаççĕ.
 
Çакăн хыççăн 13 çул хушши тутар-монголсем Атăлçи Пăлхар çине тапăнса кĕреймен.
[[1236]] çулта хулана венгсен монахĕ Юлиан килсе каять, хула çинчен питĕ хитре çырать.
[[1229]] çулта пăлхарсем вырăссемпе тунă мирлĕ (лăпкăлахлă) килĕшĕве тата 6 çула тăсаççĕ.
 
[[1229]] çулта тутар-монголсем кăпчаксен [[Анат Атăлçи]]н Саксин хулине туртса илеççĕ те ун хыççăн пăлхарсен [[Ейĕк (юханшыв)|Ейĕк]] шывĕ çинчи сыхлав çарĕсене тапăнма тытăнаççĕ.
 
[[1233]] çулта Бату-хан çар пухса пăлхарсем çине тапăнса кĕрет. Хулана хӳтĕлекенсем питĕ паттăррăн çапăçнă пулин те Бату-ханăн асар-писерĕсем Аслă Пăлхар хулине туртса илсе çунтарсах яраççĕ.
 
Çапах та Асла Пăлхар хули пĕтмест, каярахпа çĕнĕрен çĕкленсе каять. [[1246]] çултан пуçласа [[XIII ĕмĕр|XIII]] - [[XIV ĕмĕр]]сенче Аслă хула Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хули пулать, Ылтăн Урта пусмăрĕнчен хăтăлас тесе кĕрешет. Çак çулсенче хулара чаплă керменсем, мечетсем, чиркӳсем, [[мавзолей]]сем ӳссе лараççĕ. Каллех аякри çĕрсенчен сутăçсем килме пуçлаççĕ. Ылтăн Урта ханĕсене çак питĕ тарăхтарать. [[1361]] çулта [[Ылтăн Урта]] ханĕ Булат-Тимур Аслă Пăлхар çине тапăнса килет те çунтарса ярать. Анчах çак чаплă авалхи хула каллех чĕрĕлсе тăрать.
 
Каярахпа хула çине [[Уксах Тимур]] (Тимурлан) тапăнса килет. Унăн çарĕ Аслă Пăлхар хулине виçĕ кун хушшинче ним юлмичченех çĕмĕрсе тăкать.
 
== Вуламалли ==
Йӗрке 40 ⟶ 15:
 
{{Тутарстан хулисем}}
 
{{Авалхи чăваш хулисем}}
 
[[Категори:Авалхи чăваш хулисем]]