Лигурсем: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
19-мĕш йĕрке:
Лигурсем темиçе вак йăха (тĕсл. саллувисем, [[аллоброгсем]], тауринсем т. ур.) пайланнă. Грек тата рим авторĕсем çырнипе, вĕсем лутра та типшĕм пулин те питĕ вăйлă; сĕт-çупа тымарсемпе апатланнă, лаçсенче е çĕр хăвăлĕсенче пурăннă. [[Генуя|Генуйăсăр]] пуçне урăх хула пулман. Вĕсен хĕçпăшалĕ: ухă, [[праща|пращи]], кĕске хĕç, пуртă тата тăрăхла пăхăр хӳтлĕх. Тăтăшах вĕсем тинĕсе тухса карапсене тустарнă. [[Римсем]] лигурсене ирĕклĕхшĕш çуннăшăн юратман, вĕсем шанăçсăр ултав, çаратакан çынсем шутланнă.
 
[[Авалхи грексем|Грексем]] вара вĕсене хастар та хăйсене çирĕп тытакан, вăрçăра хăюллă тата тинĕсе тухма хăраман çынсем тесе палăртнă. Лигурсем тинĕс хĕрринчи çĕрсенче тата [[По (юханшыв)|По]] шывĕн айлăмĕнче çĕр ĕçĕпе аппаланнă, çаплах вăрман ĕçленĕ тата выльăх ĕрчетнĕ. Сутă-илĕвĕн тĕпĕ [[Генуя]] шутланнă, унта вĕсем выльăх, сăран-тир, пыл тата карап тумалли вăрман сутнă. Лигурсен ĕлĕк-авалхи кун-çулĕ пирки нимĕн те паллă мар. Ĕлĕкхи çыравçăсем лигурсем иберсене пăхăнтарнă, хăйсене кайран кельтсем кăларса янă пирки асăнмаççĕ. [[Юстин]] пĕлтернипе, [[Марсель]] хулана тунă чухне грексен лигурсемпе чылай кĕрешме тивнĕ, лăпкăлăх килĕшĕвне тума пултарнă. [[Пуни вăрçисем]] иртсен кăна тăнăç пурнăç пĕтет, лигурсем марселĕн пурăнан вырăнĕсене — Ницея ([[Ницца]]) тата [[Антиполис]] ([[Антиб]]) — тапăнаççĕ. Марсельсене пулăшма римсем тухаççĕ, Фульвий Флакк п. эрч. [[пирĕн эрăччен 125|125 çулта]] тата [[Секста]] Кальвин п. эрч. [[пирĕн эрăччен 120|120 çулта]] иртернĕ экспедицисем хыççăн Лигури пăхăнать, саллувисен çĕмĕрнĕ тĕп хули вырăнĕнче Aquae Sextiae (халĕ Э) кармана хăпартаççĕ. Альпă тинĕс çумĕнчи лигурсем кăна п. эрч. [[пирĕн эрăччен 14|14 çулчен]] ирĕклĕ пурăнаççĕ; çакăншăн вĕсем парăм тӳлеççĕ те Римран пуçлăха (praefectus Alpium maritimarum) йышăнаççĕ. Император [[Август]] çурçĕр-анăç Италинче [[Лигури]] провинцине туса хурать, унта хальхи [[Ницца]], [[Генуя]], [[Пьемонт]]ăн кăнтăр пайĕ, [[Парма|Пармăпа]] тата [[Пьяченца|Пьяченцăн]] анăç пайĕ кĕнĕ.
 
== Çавăн пекех ==