Чăваш поп-мусăкĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
13-мĕш йĕрке:
Ку тĕлĕшпе çÿлерех асăннă Борис Чиндыков каланисем çине çаврăнса пăхар<ref name="Чиндыков" />:
{{''Цитата пуçламăшĕ}}Наци эстради идейин чи пирвайхи пионерĕ, ахăртнех, Валерий Игнатьев-тăр, чăваш эстрадин паянхи кунхи, мĕнле калас, чи ватă та сумлă кашкăрĕ. Чылай ансамбльте вăй хунă, аппаратурă-на аллинчи пилĕк пӳрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Унсăр пуçне тата (ку, тен, чи кирли-тĕр) тĕрлĕрен ĕç-пуçсене йĕркелес ăсталăхĕпе стажĕ калама çук пысăк. Игнатьевăн ĕçĕ-хĕлĕ хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕ, хăюллă, малĕмĕтлĕ утăм пулнă. Çав утамăн малаше халĕ куçкĕрет. Ун ăнăçуллăрах ĕçĕсем пирки сăмах тапратсан, эпир тӳрех К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш академи драма театрне лекетпĕр.
 
70-мĕш —80-мĕш çулсен чиккинче ун аслă режиссерĕ Валерий Яковлев хăшпĕр спектакльсене сине тăрсах эстрада сĕмне кÿртме пикенет. Чăваш культурин ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан, академи драма театрĕ яланах хура халăха çывăхрах тăма тăрăшнă та, тăрăшать те; путсĕр эстрадăна вал хăйĕн пархатарлă храмне йыхрав туни те, паллах, чăваш çамрăкĕсем эстрада енне туртăна пуçланипе çыхăннă. Çав вăхăталла чăваш сцени çине джинсă тăхăннă çамрăксем тухаççĕ, электронлă инструментсем янрама тытăнаççĕ. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» комедине В. Яковлев мюзикл евĕр лартать. Музыкине вал вăхăтра Раççейре питех те палăрнă эстрада композиторĕ, вырăсланса пĕте пуçланă Александр Мажуков чăваш (вăл Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă, теççĕ) çырать, аранжировки, тĕпрен илсен,— В. Игнатьевăн. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама чылай вăй хума тивнĕ пулин те, ĕçĕ ăнăçсăрлăха пырса тăрăнать. Кăна эпĕ театр искусстви тĕлĕшĕнчен мар, наци эстради аталанăвне пăхса калатăп. Чылай сăлтава пула Мажуковпа Игнатьевăн пĕрлехи ĕçĕ чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕри патне çул тупаймасть. Чăн малтанах акă мĕнлерех ыйту тухса тăрать пирĕн ума: тивĕçлĕ никесех пулнă-ши çак комеди наци эстрадине уралантарас ĕçре? (Паллах, ку театрăн тĕп тĕллевĕ пулман ĕнтĕ, анчах та эстрада аталанăвĕн историне пăхнă чух ку ыйту ирĕксĕрех мала тухать.) Вилĕмсĕр акăлчанăн урăхрах япалине илмелле пулман-ши, çамрăксене çывăхраххине, чуна ытларах витерекеннине? Театр çав вăхăталлах.кăларнă тепĕр паллă ĕç — наци культурин феноменĕ пулса тăнă «Праски инке хĕр парать» музыкăллă комеди, авторĕ — Ульяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан А. Чебанов. Кунта, «Ашкăнчăк инкесемпе» танлаштарсан, урăх¬рах, чăваш çыннине çывăхрах стилистика. Анчах, сапах та, çак икĕ спектакль-карнавал хушшинче уйрăмлăхран ытларах пĕрлĕх. Вĕсем иккĕшĕ те «Инкесен вăййи» çинче тытăнса тăраççĕ. Музыкине те кунта çакна шута илсе хайланă, çыраканĕ — вăл вăхăтрах ĕнтĕ самай палăрнă, халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсен авторе Юрий Кудаков, аранжировки — Валерий' Игнатьевăн. «Праски инке» юррисем, «Ашкăнчăк инкесеннипе» танлаштарсан, чăваш чунне çывăхрах, ансатрах, анчах-çке темшĕн каллех эстрада юхăмĕн чăн пуçламăшĕ пулма пул-тараймарĕç. Тепĕр тесен, «пăштик-пăштик» вал пăштик-пăштиках пуль çав''{{Цитата вĕçĕ}}.