Чăваш поп-мусăкĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
12-мĕш йĕрке:
== Профессионалсем ăсталанă, халăх патне çитернĕ эстрада мусăкĕ ==
Ку тĕлĕшпе çÿлерех асăннă Борис Чиндыков каланисем çине çаврăнса пăхар<ref name="Чиндыков" />:
Наци эстради идейин чи пирвайхи пионере, ахăртнех, Валерий Игнатьев-тăр, чăваш эстрадин паянхи кунхи, мĕнле калас, чи вата та сумлă кашкăрĕ. Чылай ансамбльте вăй хунă, аппаратурă-на аллинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Унсăр пуçне тата (ку, тен, чи кирли-тĕр) тĕрлĕрен ĕç-пуç-сене йĕркелес ăсталăхĕпе стаже калама çук пысăк. Игнатьевăн ĕçĕ-хĕлĕ хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕ, хăюллă, малĕмĕтлĕ утăм пулнă. Çав утамăн малаше халĕ куçкĕрет. Ун ăнăçуллăрах ĕçĕсем цирки сăмах тапратсан, эпир тÿрех К. В. Иванов ячĕпе хисепле-некен Чăваш академи драма театрне лекетпĕр. 70-мĕш —80-мĕш çулсен чиккинче ун аслă режиссере Валерий Яковлев хăшпĕр спектакльсене сине тăрсах эстрада сĕмне кÿртме пикенет. Чăваш культурин ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан, академи драма театрĕ яланах хура халăха çывăхрах тăма тăрăшнă та, тăрăшать те; путсĕр эстрадăна вал хăйĕн пархатарлă храмне йыхрав туни те, паллах, чăваш çамрăкĕсем эстрада енне туртăна пуçланипе çыхăн-нă. Çав вăхăталла чăваш сцени сине джине тăхăннă çамрăксем тухаççĕ, электронлă инструментсем ян-рама тытăнаççĕ. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» комедине В. Яковлев мюзикл евĕр лартать. Музыкине вал вăхăтра Раççейре питех те палăрнă эстрада композиторе, вырăсланса пĕте пуçланă Александр Мажуков чăваш (вал Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă, теççĕ) çырать, аранжировки, тĕпрен илсен,— В. Игнатьевăн. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама чылай вăй хума тивнĕ пулин те, ĕçĕ ăнăçсăрлăха пырса тăрăнать. Кăна эпĕ театр искусстви тĕлĕшĕнчен мар, наци эстради аталанăвне пăхса калатăп. Чылай сăлтава пула Мажуковпа Игнатьевăн пĕрлехи ĕçĕ чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕри патне çул тупаймасть. Чăн малтанах акă мĕнлерех ыйту тухса тăрать пирĕн ума: тивĕçлĕ никесех пулнă-ши çак комеди наци эстрадине уралантарас ĕçре? (Паллах, ку театрăн тĕп тĕллевĕ пулман ĕнтĕ, анчах та эстрада аталанăвĕн историне пăхнă чух ку ыйту ирĕксĕрех мала тухать.) Вилĕмсĕр акăлчанăн урăхрах япалине илмелле пулман-ши, çамрăксене çывăхраххине, чуна ытларах витерекеннине? Театр çав вăхăталлах.кăларнă тепĕр паллă ĕç — наци культурин феномене пулса тăнă «Праски инке хĕр парать» музыкăллă комеди, авторе — Ульяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан А. Чебанов. Кунта, «Ашкăнчăк инкесемпе» танлаштарсан, урăх¬рах, чăваш çыннине çывăхрах стилистика. Анчах, сапах та, çак икĕ спектакль-карнавал хушшинче уйрăмлăхран ытларах пĕрлĕх. Вĕсем иккĕшĕ те «Инкесен вăййи» çинче тытăнса тăраççĕ. Музыкине те кунта çакна шута илсе хайланă, çыраканĕ — вăл вăхăтрах ĕнтĕ самай палăрнă, халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсен авторе Юрий Кудаков, аранжировки — Валерий' Игнатьевăн. «Праски инке» юррисем, «Ашкăнчăк инкесеннипе» танлаштарсан, чăваш чунне çывăхрах, ансатрах, анчах-çке темшĕн каллех эстрада юхăмĕн чăн пуçламăшĕ пулма пул-тараймарĕç. Тепĕр тесен, «пăштик-пăштик» вал пăштик-пăштиках пуль çав.
 
Вăт çавнашкал вăрăм [[цитата]]. Ун çумне тата ак çакна хушса калама пулать. "Ашкăнчăк инкесем" тата "Праски инке хĕр парать" спектакльсене [[халăх]] аван кĕтсе илнĕ пуль-ха. Унти мусăка та юратман мар-тăр. Çапах та ăна, çав мусăка, кулленхи пурнăçа кĕртни, ярса илсе ялан юрласа çÿреме тăрăшни, уйрăм юрăçсемпе ансамбльсен, ушкăнсен репертуарне кĕртни, "саламлă çырусен" пайĕ туса хуни пулман. Хит, шлягер шайне хăпарайман вĕсем. [[Автор]]сем [[хайлав|хайлавсемпе]] çапларах сиксе тухнă пулсан савăннă çеç пулĕччĕç пуль те, анчах чăннипе вĕсен çаванашкал "хăпартмалли" тĕллевĕсем пулман ĕнтĕ. Вĕсене те, ыттисене те асăннă "шай" тĕппипех çырлахтарнă.