Чăваш поп-мусăкĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
12-мĕш йĕрке:
== Профессионалсем ăсталанă, халăх патне çитернĕ эстрада мусăкĕ ==
Ку тĕлĕшпе каланисем çине çаврăнса пăхар<ref name="Чиндыков" />:
Наци эстради идейин чи пирвайхи пионере, ахăртнех, Валерий Игнатьев-тăр, чăваш эстрадин паянхи кунхи, мĕнле калас, чи вата та сумлă кашкăрĕ. Чылай ансамбльте вăй хунă, аппаратурă-на аллинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Унсăр пуçне тата (ку, тен, чи кирли-тĕр) тĕрлĕрен ĕç-пуç-сене йĕркелес ăсталăхĕпе стаже калама çук пысăк. Игнатьевăн ĕçĕ-хĕлĕ хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕ, хăюллă, малĕмĕтлĕ утăм пулнă. Çав утамăн малаше халĕ куçкĕрет. Ун ăнăçуллăрах ĕçĕсем цирки сăмах тапратсан, эпир тÿрех К. В. Иванов ячĕпе хисепле-некен Чăваш академи драма театрне лекетпĕр. 70-мĕш —80-мĕш çулсен чиккинче ун аслă режис¬серережиссере Валерий Яковлев хăшпĕр спектакльсене сине тăрсах эстрада сĕмне кÿртме пикенет. Чăваш куль¬туринкультурин ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан, академи драма театрĕ яланах хура халăха çывăхрах тăма тăрăшнă та, тăрăшать те; путсĕр эстрадăна вал хăйĕн пар-хатарлăпархатарлă храмне йыхрав туни те, паллах, чăваш çамрăкĕсем эстрада енне туртăна пуçланипе çыхăн-нă. Çав вăхăталла чăваш сцени сине джине тăхăннă çамрăксем тухаççĕ, электронлă инструментсем ян-рама тытăнаççĕ. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» комедине В. Яковлев мюзикл евĕр лартать. Музы-кинеМузыкине вал вăхăтра Раççейре питех те палăрнă эстрада композиторе, вырăсланса пĕте пуçланă Александр Мажуков чăваш (вал Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă, теççĕ) çырать, аранжи¬ровкиаранжировки, тĕпрен илсен,— В. Игнатьевăн. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама чылай вăй хума тивнĕ пулин те, ĕçĕ ăнăçсăрлăха пырса тăрăнать. Кăна эпĕ театр искусстви тĕлĕшĕнчен мар, наци эстради аталанăвне пăхса калатăп. Чылай сăлтава пула Мажуковпа Игнатьевăн пĕрлехи ĕçĕ чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕри патне çул тупаймасть. Чăн малтанах акă мĕнлерех ыйту тухса тăрать пирĕн ума: тивĕçлĕ никесех пулнă-ши çак комеди наци эстрадине ура-лантарасуралантарас ĕçре? (Паллах, ку театрăн тĕп тĕллевĕ пулман ĕнтĕ, анчах та эстрада аталанăвĕн историне пăхнă чух ку ыйту ирĕксĕрех мала тухать.) Вилĕм-сĕрВилĕмсĕр акăлчанăн урăхрах япалине илмелле пулман-ши, çамрăксене çывăхраххине, чуна ытларах витерекеннине? Театр çав вăхăталлах.кăларнă тепĕр паллă ĕç—ĕç — наци культурин феномене пулса тăнă «Праски инке хĕр парать» музыкăллă комеди, авторе — Улья¬новскУльяновск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан А. Чебанов. Кунта, «Ашкăнчăк инкесемпе» танлаштарсан, урăх¬рах, чăваш çыннине çывăхрах стилистика. Анчах, сапах та, çак икĕ спектакль-карнавал хушшинче уйрăмлăхран ытларах пĕрлĕх. Вĕсем иккĕшĕ те «Инкесен вăййи» çинче тытăнса тăраççĕ. Музыкине те кунта çакна шута илсе хайланă, çыраканĕ — вал вăхăтрах ĕнтĕ самай палăрнă, халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсен авторе Юрий Кудаков, аран¬жировкиаранжировки — Валерий' Игнатьевăн. «Праски инке» юррисем, «Ашкăнчăк инкесеннипе» танлаштарсан, чăваш чунне çывăхрах, ансатрах, анчах-çке темшĕн каллех эстрада юхăмĕн чăн пуçламăшĕ пулма пул-тараймарĕç. Тепĕр тесен, «пăштик-пăштик» вал пăштик-пăштиках пуль çав.
 
Вăт çавнашкал вăрăм [[цитата]]. Ун çумне тата ак çакна хушса калама пулать. "Ашкăнчăк инкесем" тата "Праски инке хĕр парать" спектакльсене [[халăх]] аван кĕтсе илнĕ пуль-ха. Унти мусăка та юратман мар-тăр. Çапах та ăна, çав мусăка, кулленхи пурнăçа кĕртни, ярса илсе ялан юрласа çÿреме тăрăшни, уйрăм юрăçсемпе ансамбльсен, ушкăнсен репертуарне кĕртни, "саламлă çырусен" пайĕ туса хуни пулман. Хит, шлягер шайне хăпарайман вĕсем.
Вăт çавнашкал вăрăм [[цитата]].
== Профессилле мар ăçтаçăсен пултарулăхĕ ==
[[Мусăк]] ăсталасси тата ăна [[халăх]] патне çитересси — кăткăс [[ĕç]]. Ахальтен мар ку ĕçе 20 çул таран ниçта пăркаланмасăр вĕренме тивет. Çав вăхăтрах хăй тĕллĕн вĕреннĕ [[ăстаçă]]семпе ытти çавнашкал халăхран тухнă [[талант]]сем те пур. Калăпăр, хăй тĕллĕн вĕреннĕ [[Кĕвĕçĕ|композиторсенех]] илер. Ун пеккисене [[Илюхин Юрий Александрович|Ю.А.Илюхин]] мусăк тишкерÿçи [[композитор-мелодист]] тенĕ.<ref>Паллах, ку ăнлава вăл хăй шутласа кăларман, анчах та çав сăмахпа ытти мусăкçăсем усă курни пит курăнсах каймасть.</ref>