Чăваш поп-мусăкĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
4-мĕш йĕрке:
 
==Кун-çулĕ==
[[Чăваш культури]]нче "çăмăл жанрлă" [[юрă]]сем яланах пулнă. Ун пеккисене ытларах [[çамрăк]]сем кăмăлланă. Калăпăр, çавăн йышшисен шутне [[Ан авăн, шĕшкĕ (юрă)|"Ан авăн, шĕшкĕ"]], [[Пирĕн урам анаталла (юрă)|"Пирĕн урам анаталла"]] евĕрлĕ [[юрă|юрăсене]] кĕртме пулать. Çураласса та вĕсем [[XXXIX ĕмĕр]] вĕçнелле çеç çуралнă пулмалла. [[Автор]]ĕсем, паллах, паллă мар. [[1918]]-мĕш çулта чăваш [[театр]]ĕ çуралать, ялсенче [[вулав çурчĕ]]сем, [[клуб]]сем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Çак пулăмсем чăвашсен çăмăл мусăкне малалла аталанма майсем туса параççĕ. Чăн та, кунашкал ăнлантарупа килĕшсех кайман çынсем те пур. "Пĕтĕмĕшле илсен, чăваш эстради калчалана пуçлани вунпилĕк çула яхăн", — тенĕ тахçан [[Чиндыков Борис Борисович|Борис Чиндыков]] [[Аван-и (хаçат)|"Аван-и" хаçатра]]<ref name="Чиндыков" />.
 
Çавăн пекех кунта Чăваш [[радио]], Чăваш [[телекурав]] ([[1960]]-мĕш çулсенчен пуçласа) пĕлтерĕшесене палăртмалла. Уйрăмах [[Ăраскал (радиокăларăм)|"Ăраскал" радиокăларăм]] пĕлтерĕшĕ пысăк. [[Ялав (журнал)|"Ялав"]], [[Тăван Атăл (журнал)|"Тăван Атăл"]] [[журнал]]сем [[юрă]]сен [[Сăвă|сăввисене]] тата нотисене пичетлесе кăлараççĕ. Вырăсла тухса тăракан "Молодой коммунист" [[хаçат]], каярахпа çавăн пекех [[Аван-и (хаçат)|"Аван-и" хаçат]] та, чăваш эстрадин проблемисемпе ытти ыйтăвĕсене анлăн çутатаççĕ. Хăшпĕр чухне ку ĕçе "Коммунизм ялавĕ" хаçат та хутшăнать. Ытти факторсене асăнса Борис Чиндыков акă мĕн тет<ref name="Чиндыков" />:
11-мĕш йĕрке:
Совет тапхăрĕнче чăвашла юрăсене шăрантаракан, [[патшалăх]] укçи-тенкин пулашăвĕпе пурнакан ик-виçĕ [[ансамбль]] пулнă. Патшалăх тытăмĕнче маррисем вара, [[1970]]-мĕш çулсенчен пуçласа, кашни пысăкрах ялтах, çавăн пекех хăшпĕр вăтам [[шкул]]сенче те, шăта-шăта тухнă. Паллах, вĕсен [[репертуар]]ĕнче, тĕпрен илсен, вырăсла "совет юррисем" пулнă ĕнтĕ. Анчах та теплерен пĕрре чăваш юррисене тĕпе хуракан [[ушкăн]]сем тата [[юрăç]]сем те тупăнкаланă. Чат хăйсен композицийĕсене хайласа [[халăх]] патне кăларакансем вара тата сахалтарах.
== Профессионалсем ăсталанă, халăх патне çитернĕ эстрада мусăкĕ ==
Ку тĕлĕшпе каланисем çине çаврăнса пăхар<ref name="Чиндыков" />:
Наци эстради идейин чи пирвайхи пионере, ахăртнех, Валерий Игнатьев-тăр, чăваш эстрадин паянхи кунхи, мĕнле калас, чи вата та сумлă кашкăрĕ. Чылай ансамбльте вăй хунă, аппаратурă-на аллинчи пилĕк пÿрнине пĕлнĕ пек пĕлет. Унсăр пуçне тата (ку, тен, чи кирли-тĕр) тĕрлĕрен ĕç-пуç-сене йĕркелес ăсталăхĕпе стаже калама çук пысăк. Игнатьевăн ĕçĕ-хĕлĕ хăй вăхăчĕшĕн çĕнĕ, хăюллă, малĕмĕтлĕ утăм пулнă. Çав утамăн малаше халĕ куçкĕрет. Ун ăнăçуллăрах ĕçĕсем цирки сăмах тапратсан, эпир тÿрех К. В. Иванов ячĕпе хисепле-некен Чăваш академи драма театрне лекетпĕр. 70-мĕш —80-мĕш çулсен чиккинче ун аслă режис¬сере Валерий Яковлев хăшпĕр спектакльсене сине тăрсах эстрада сĕмне кÿртме пикенет. Чăваш куль¬турин ытти тĕсĕсемпе танлаштарсан, академи драма театрĕ яланах хура халăха çывăхрах тăма тăрăшнă та, тăрăшать те; путсĕр эстрадăна вал хăйĕн пар-хатарлă храмне йыхрав туни те, паллах, чăваш çамрăкĕсем эстрада енне туртăна пуçланипе çыхăн-нă. Çав вăхăталла чăваш сцени сине джине тăхăннă çамрăксем тухаççĕ, электронлă инструментсем ян-рама тытăнаççĕ. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» комедине В. Яковлев мюзикл евĕр лартать. Музы-кине вал вăхăтра Раççейре питех те палăрнă эстрада композиторе, вырăсланса пĕте пуçланă Александр Мажуков чăваш (вал Çĕмĕрле районĕнчи Çĕмĕрле ялĕнче çуралнă, теççĕ) çырать, аранжи¬ровки, тĕпрен илсен,— В. Игнатьевăн. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама чылай вăй хума тивнĕ пулин те, ĕçĕ ăнăçсăрлăха пырса тăрăнать. Кăна эпĕ театр искусстви тĕлĕшĕнчен мар, наци эстради аталанăвне пăхса калатăп. Чылай сăлтава пула Мажуковпа Игнатьевăн пĕрлехи ĕçĕ чăваш çамрăкĕсен чунĕ-чĕри патне çул тупаймасть. Чăн малтанах акă мĕнлерех ыйту тухса тăрать пирĕн ума: тивĕçлĕ никесех пулнă-ши çак комеди наци эстрадине ура-лантарас ĕçре? (Паллах, ку театрăн тĕп тĕллевĕ пулман ĕнтĕ, анчах та эстрада аталанăвĕн историне пăхнă чух ку ыйту ирĕксĕрех мала тухать.) Вилĕм-сĕр акăлчанăн урăхрах япалине илмелле пулман-ши, çамрăксене çывăхраххине, чуна ытларах витерекеннине? Театр çав вăхăталлах.кăларнă тепĕр паллă ĕç— наци культурин феномене пулса тăнă «Праски инке хĕр парать» музыкăллă комеди, авторе — Улья¬новск облаçĕнче ĕçлесе пурăнакан А. Чебанов. Кунта, «Ашкăнчăк инкесемпе» танлаштарсан, урăх¬рах, чăваш çыннине çывăхрах стилистика. Анчах, сапах та, çак икĕ спектакль-карнавал хушшинче уйрăмлăхран ытларах пĕрлĕх. Вĕсем иккĕшĕ те «Инкесен вăййи» çинче тытăнса тăраççĕ. Музыкине те кунта çакна шута илсе хайланă, çыраканĕ — вал вăхăтрах ĕнтĕ самай палăрнă, халăх хушшинче анлă сарăлнă юрăсен авторе Юрий Кудаков, аран¬жировки — Валерий' Игнатьевăн. «Праски инке» юррисем, «Ашкăнчăк инкесеннипе» танлаштарсан, чăваш чунне çывăхрах, ансатрах, анчах-çке темшĕн каллех эстрада юхăмĕн чăн пуçламăшĕ пулма пул-тараймарĕç. Тепĕр тесен, «пăштик-пăштик» вал пăштик-пăштиках пуль çав.
 
Вăт çавнашкал вăрăм [[цитата]].
== Профессилле мар ăçтаçăсен пултарулăхĕ ==
[[Мусăк]] ăсталасси тата ăна [[халăх]] патне çитересси — кăткăс [[ĕç]]. Ахальтен мар ку ĕçе 20 çул таран ниçта пăркаланмасăр вĕренме тивет. Çав вăхăтрах хăй тĕллĕн вĕреннĕ [[ăстаçă]]семпе ытти çавнашкал халăхран тухнă [[талант]]сем те пур. Калăпăр, хăй тĕллĕн вĕреннĕ [[Кĕвĕçĕ|композиторсенех]] илер. Ун пеккисене [[Илюхин Юрий Александрович|Ю.А.Илюхин]] мусăк тишкерÿçи [[композитор-мелодист]] тенĕ.<ref>Паллах, ку ăнлава вăл хăй шутласа кăларман, анчах та çав сăмахпа ытти мусăкçăсем усă курни пит курăнсах каймасть.</ref>