Чăваш поп-мусăкĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Чăваш эстрада мусăкĕ''' ([[Франс чĕлхи|франц.]] estrade — "çÿлĕлетнĕ вырăн"), — популярлă, халăхра анлăн сарăлнă, пурте юрлакан "çăмăл жанрлă" юрăсем пирки [[сăмах]] пырать. Ун пеккисене час-часах тĕрлĕ [[концерт]]сенче, [[шоу]]сенче юрлаççĕ, [[артист]]сем вара хайхи "çÿлĕлетнĕ вырăнта" (эстрада текенни çинче) тăраççĕ.
 
Эстрада мусăкне [[поп-мусăк]] текен [[ăнлав]] пит çывăх тăрать<ref name="Чиндыков">[[Чиндыков Борис Борисович|Чиндыков, Борис]] [http://aksar.ucoz.org/index/0-10 ЧАВАШ ПОП-МУЗЫКИ: УМТАПХĂР.]</ref>. Анчах та юлашки [[термин]]па эстрадăри вĕр-çĕнĕ, ĕлĕкхисенчен уйрăларах тăракан жанрсене кăна палăртаççĕ.
 
==Кун-çулĕ==
[[Чăваш культури]]нче "çăмăл жанрлă" [[юрă]]сем яланах пулнă. Ун пеккисене ытларах [[çамрăк]]сем кăмăлланă. Калăпăр, çавăн йышшисен шутне [[Ан авăн, шĕшкĕ (юрă)|"Ан авăн, шĕшкĕ"]], [[Пирĕн урам анаталла (юрă)|"Пирĕн урам анаталла"]] евĕрлĕ [[юрă|юрăсене]] кĕртме пулать. Çураласса та вĕсем [[XX ĕмĕр]] вĕçнелле çеç çуралнă пулмалла. [[Автор]]ĕсем, паллах, паллă мар. [[1918]]-мĕш çулта чăваш [[театр]]ĕ çуралать, ялсенче [[вулав çурчĕ]]сем, [[клуб]]сем ÿсе-ÿсе лараççĕ. Çак пулăмсем чăвашсен çăмăл мусăкне малалла аталанма майсем туса параççĕ. Чăн та, кунашкал ăнлантарупа килĕшсех кайман çынсем те пур. "Пĕтĕмĕшле илсен, чăваш эстради калчалана пуçлани вунпилĕк çула яхăн", — тенĕ тахçан [[Чиндыков Борис Борисович|Борис Чиндыков]] [[Аван-и (хаçат)|"Аван-и" хаçатра]]<ref name="Чиндыков" />.
 
Çавăн пекех кунта Чăваш [[радио]], Чăваш [[телекурав]] ([[1960]]-мĕш çулсенчен пуçласа) пĕлтерĕшесене палăртмалла. Уйрăмах [[Ăраскал (радиокăларăм)|"Ăраскал" радиокăларăм]] пĕлтерĕшĕ пысăк. [[Ялав (журнал)|"Ялав"]], [[Тăван Атăл (журнал)|"Тăван Атăл"]] [[журнал]]сем [[юрă]]сен [[Сăвă|сăввисене]] тата нотисене пичетлесе кăлараççĕ. Вырăсла тухса тăракан "Молодой коммунист" [[хаçат]], каярахпа çавăн пекех [[Аван-и (хаçат)|"Аван-и" хаçат]] та, чăваш эстрадин проблемисемпе ытти ыйтăвĕсене анлăн çутатаççĕ. Хăшпĕр чухне ку ĕçе "Коммунизм ялавĕ" хаçат та хутшăнать. Ытти факторсене асăнса Борис Чиндыков акă мĕн тет<ref name="Чиндыков" />:
{{Цитата пуçламăшĕ}}Çав вăхăталла Шупашкара ялĕ-ялĕпе куçса ки-лекен чăваш яш-кĕрĕмĕн аллине магнитофон тав-рашĕ йышлă çакланма тытăнать, уйрăмах «кас-сетниксем», вĕсене пур çĕрте те тупса илме пулатчĕ, хакĕ те йÿнеçÿллĕччĕ, кассеттисене те кашни кĕтес-рех сутатчĕç. Кăмăла каякан пĕр-пĕр юрра çыртарса илесси вара ансатран та ансатчĕ: укçасăр-мĕнсĕр, пĕр-пĕринчен, юлташла. Чăваш ачи-пăчи кĕптĕр-тетсе пурăнакан вуншар общежити чикĕ леш енчен тата Раççейĕн тĕпхулисенчен вĕçсе çитнĕ пылак та илĕртÿллĕ юрă-кĕвĕпеле тулнăччĕ, анч^х ку, тем тери кăмăла кайсан та, пĕрех çырлахтарма пул-тараймастчĕ: чун, çĕкленсе кайсан е тунсăхпа тулсан, чăваш юрринех ыйтатчĕ. Мĕнле те пулин (лайăхскер-и, начарскер-и — ку иккĕмешле ыйту) наци поп-музыки вирхĕнсе килесси общежити кори-дорĕсен пĕр вăхăтрах ирĕклĕ те пăнтăх сывлăшĕн кашни лаптăкĕнчех сисĕнсе тăратчĕ.{{Цитата вĕçĕ}}
 
Совет тапхăрĕнче чăвашла юрăсене шăрантаракан, [[патшалăх]] укçи-тенкин пулашăвĕпе пурнакан ик-виçĕ [[ансамбль]] пулнă. Патшалăх тытăмĕнче маррисем вара, [[1970]]-мĕш çулсенчен пуçласа, кашни пысăкрах ялтах, çавăн пекех хăшпĕр вăтам [[шкул]]сенче те, шăта-шăта тухнă. Паллах, вĕсен [[репертуар]]ĕнче, тĕпрен илсен, вырăсла "совет юррисем" пулнă ĕнтĕ. Анчах та теплерен пĕрре чăваш юррисене тĕпе хуракан [[ушкăн]]сем тата [[юрăç]]сем те тупăнкаланă. Чат хăйсен композицийĕсене хайласа [[халăх]] патне кăларакансем вара тата сахалтарах.