Чăваш литератури: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
60-мĕш йĕрке:
 
=== Вăтам ĕмĕрсен вĕçĕнчи чăваш культури (XV–XVII ĕмĕрсем) ===
Вăтам ĕмĕрсен вĕçнелле, [[Ылттăн Урта]] йăшса пынă майăн, [[Атăлти Пăлхар|Атăлçи Пăлхар]] тăрăхĕ те юхăннаçем юхăнса пырать. [[1431]]-мĕш çулта [[Пăлхар]] хулине те тĕппипех аркатаççĕ. Вырăнти халăха, — хăйсене хăйсем тата ыттисем те, — [[çăваçсем]] тата [[бесермансем]] тесе чĕннĕ.<ref>[http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=1540 Чувашская энциклопедия. Булгарский язык.]</ref> Вырăс летопиçĕсенче çăваçсене "худые болгары" терминпа асăнма пултарнă.<ref>О.Е. Игнатьева, З.А. Трифонова. [http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=303 Анчиккасы. Статья в Краткой чувашской энциклопедии.] Ч., [[2001]].</ref><ref>[http://www.mariuver.info/rus/articles/soc/2007/09/02.html Город Шупашкар "постарел" на 230 лет]</ref> Майĕпен çăваç тени чăваш тенипе улшăнса пырать. Бесерман шутланнисем — мăссăльмансем. Патшалăх тытăмĕпе ытти институтсем арканнă тапхăрта [[ислам]] позицийĕсем, унччен те çирĕпĕх пулманскерсем, вăйсăрланса пыраççĕ. Çавăнпа та бессермансен пысăкрах пайĕ пурăна киле çăваçсемпе пĕрлешсе кайнă теме май пур.<ref>[http://www.minnac.ru/minnac/info/besermjane.html Министерство национальной политики Удмуртской Республики. Официальный сайт.]</ref> [[Хусан ханлăхĕ]] никĕсленсен çеç ку тăрăхра ислам çĕнĕрен вăйланма пуçлать. Анчах та ку çăваçсене питех пырса тивмест. Вĕсем ĕлĕкхиллех хăйсен йăли-йĕркисене тытса пурăнаççĕ.<ref>[http://www.archive.gov.tatarstan.ru/magazine/go/anonymous/main/?path=mg:/numbers/2013_3_4/07/04/ Индус Тагиров.О монографии С. В. Щербакова и не только о ней]</ref> Ку вăхăтра чăвашсен пĕр пайĕ [[Сăр (юханшыв)|Сăр]], [[Çавал (юханшыв)|Çавал]], [[Сĕве (юханшыв)|Сĕве]] тăрăхĕнче, тепĕр пайĕ [[Хусан]] çум тата Хусан леш ен тăрăхĕнче пурăнать. [[Хусан ханлăхĕ]] арканнă хыççăн юлашкинчен асăннă ушкăнсем е урăх çĕрелле куçса каяççĕ, е [[Тутарсем|тутара]] тухса пĕтеççĕ. Паян эпир хăнăхнă [[этнографи|этнографилле]] тата [[диалект|диалектла]] ушкăнсем те çак вăхăтрах аталанаççĕ темелле. Анатри текен ушкăн çеç кăшт каярахпа, [[Çын|çынсем]] "тискер хирсене" (çĕнĕ çĕре) куçса кайнă майăн, йĕркеленет.<ref>[http://www.fundamental-research.ru/ru/article/view?id=31774 Желтов П.В. Происхождение чувашских диалектов]</ref>
 
== XVIII-XIX ĕмĕрсенчи чăваш литератури ==
94-мĕш йĕрке:
{{цитата вĕçĕ}}
Çак хĕр каярахпа çырура асăннă [[Дмитриев Митрофан Дмитриевич|Митрофан Дмитриева]] (?-[[1906]]) качча тухнă, вара вĕсем [[Дмитриев Иван Митрофанович|Иван Дмитриев]] ([[1876]]-[[1911]]) мусăкçăна çуратса ÿстернĕ.
 
Асăннă Ксения Тимофеевана тата ыттисене чăваш [[çырулăх|çырулăхĕнче]] тата çыравĕнче чи малтан палăрнă [[хĕрарăм|хĕрарăмсенчен]] пĕрисем теме пулать.
 
=== XIX–XX ĕмĕрсен чиккинчи поэзи (1886–1903) ===