24
правки
Нет описания правки |
Нет описания правки |
||
1874-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çуралнă. 1897-мĕш çулта Император ÿнер ăкадемине пĕтернĕ, 1898-мĕш çулта вара - Санкт Петербургри Император университечĕн юридици факультетне. 1901 çулта Николай Рерих Елена Ивановна Шапошниковăна качча илнĕ. Вăл Н.К.Рерихшăн кил управçи анчах мар, икĕ талантлă ывăлăн - Юрийпе Святославăн - амăшĕ те, пур ĕçĕнчи юлташĕ те, ĕçлеме хавхвлантараканĕ те пулса тăнă.
Н.К.Рерих 1901 çулта ÿнере хавхалантаракан Общество секретарĕ, 1906-мĕш çулта — ÿнер шкулĕн директорĕ, 1909-мĕш çулта Раççейри ÿнер академийĕн академикĕ пулса тăнă, 1910-мĕш çулта «
Нью-Йоркра 1920-1922 сулсенче Н.К.Рерих пĕрлешÿллĕ ÿнер институтне йĕркеленĕ. Унтах, 1923-мĕш çулта, Рерих Музейĕ уçăлнă. 1924-1928-мĕш çулсенче Николай Константинович Гималай, Тибет, Монголи урлă, 1934-1935- мĕш çулсенче вара Маньчжурипе Китай урлă наука-ÿнер экспедицине йĕркелес шухăш тытать. 1942-мĕш çулта вăл пуçарнипе АПШра Америка-вырăс культурин ассоциацийĕ йĕркеленет, Н.Рериха унăн хисеплĕ президентне суйлаççĕ.
|
правки