Орфографи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Орфографи''' ([[грек чĕлхи|гр.]] ''ορθο'' «тӳрĕ», «тĕрĕс», ''γραφος'' «çыратăп») — тĕрĕс çырмалли правилăсен пуххи. Чĕлхе аталаннăçемĕн унăн орфографи правилисем те улшăнсах тăраççĕ. Тĕслĕхрен, [[чăваш чĕлхи]]н хальхи орфографине революцичченхи орфографипе танлаштарса пăхас пулсан вĕсем хушшинче чылай уйрăмлăх асăрхама пулать.
== Орфографи пирки пĕтĕмĕшле ăнлантарни ==
 
Хальхи вăхăтра чăваш орфографиче икĕ система палăрать: вĕсенчен пĕри йышăннă сăмахсене, тепри чăваш сăмахесене çырассипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, пĕр пек илтĕнекен [[сасă]]сене йышăннă сăмахсенче пĕр тĕрлĕ, чăваш сăмахĕсенче урăх тĕрлĕ çырасси тахçанах çирĕпленнĕ (танлаштарăр: ''парта — атă, сумка — ватă, партире — (ун) хӳттинче, библиотека — атте, иккĕ'' т.ыт.те). [[Вырăс чĕлхи]]нчен кĕнĕ сăмахсене [[XIX ĕмĕр]]ĕн 1920—1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче [[чăваш чĕлхи]]н [[фонетика]] саккунĕсене пăхăнса çырма тăрăшнă пулнă, тĕслĕхрен, ''пиплиоттеккă, поттаниккă, кеолоки, тиректăр, текрет, Порис'' т.ыт.те. Анчах та ку йĕрке [[1933]] çулччен çеç тытăнса тăнă. [[Чăваш алфавичĕ|Чăваш алфавитне]] '''[[б]], [[г]], [[д]], [[ж]], [[з]]''' [[саспалли]]сене кĕртсен вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсене çаплипех çырма тытăннă ''библиотека, ботаника, геологи, директор, декрет, Борис''). Орфографири тепĕр тавлашуллă ыйту вăл — сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси. Çак ыйтусене вĕçне çитиччен татса парас тĕллевпе республикăри орфографи комиссийĕ [[1961]] çулта чăваш орфографийĕнче реформа туса ирттерет. Йышăннă сăмахсене çырас тĕлĕшпе кĕртнĕ улшăну сăмах тĕпне пуçламăш формăра та, ытти формăсенче те пĕр пек çырассипе çыхăнна (тĕслĕхрен: ''парт+ă — партă+на — партă+ра; клас — клас+ра, клас+ран'') Унччен пĕрле çырнă нумай сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырассине çирĕплетнĕ. Анчах тепĕр тăватă çултан, [[1961]] çулта çĕнетнĕ правилăсене йышăннă сăмахсен тĕпне пур формăра та пĕр пек çырас принципа (чылай сăмах майлашăвне уйрăм çырассине) пăрахăçа кăларнă. [[1994]] çулта орфографи комиссийĕ орфографие хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем пуринчен ытларах сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассипе çыхăннă.
 
15-мĕш йĕрке:
* Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении. Ч. I. Ч., 1954;
* Чăваш орфографийĕпе пунктуацийĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем. Ш., 1992
* Элли Илле. Мĕн вăл орфографи? — "Илем" хаçат, [[1994]], апрель, 1.
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}
 
[[Категори:Саспаллисем]]