Мускавшăн çапăçни: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
75-мĕш йĕрке:
 
Çав вăхăтрах юпан 3-мĕшĕн каçхине [[Мценск]]е [[Катуков Михаил Ефимович|М. Е. Катуков]] полковникăн [[1-мĕш гварди танк бригади|4-мĕш танк бригади]] çитнĕ те ирхине [[Катюша (хĕçпăшал)|гварди миномёчĕсен]] дивизионĕ (капитан Чумак) пулăшнипе маршри нимĕçсен 4-мĕш танк дивизин колоннисене атакăланă та ăна çапăçуран кăларнă. [[Мценск]] патĕнче хирĕç тăни нимĕç çарĕсене эрне хушши тытса тăнă. Юпан 6-мĕшĕнче 217,8 çӳллĕх патĕнче (Первый Воин, Мценск районĕ) çапăçу пуçланнă: 4-мĕш нимĕç танк дивизине каллех 4-мĕш танк бригади тӳскенĕ. Нимĕçсен [[Тулă|Тулăна]] тапăнассипе тăхтама тивнĕ.
 
Юпан 5-мĕшĕн каçхине нимĕç çарĕсем Бранск фронтне тарăннăн çурнине пула совет çарĕсене Брянск районĕнчи иккĕмĕш хӳтĕленӳ йĕрне тата [[Десна (Тăнăвар юппи)|Десна]] юханшывăн хӳтĕленӳ кассине куçарма тинĕ.
 
Юпан 6-мĕшĕнче нимĕçсен [[17-мĕш танк дивизийĕ (Германи)|17-мĕш танк дивизийĕ]] [[Брянск]]а, [[18-мĕш танк дивизийĕ (Германи)|18-мĕш танк дивизийĕ]] — [[Карачев]] хулана ярса илнĕ, çапла вара, Брянск фрончĕн вăйĕсем хурана юлаççĕ. Фронт çарпуçĕ [[Ерёменко Андрей Иванович|А. И. Ерёменко]] хăйĕн çарĕсене «тӳнтерле фронтпа» çапăçма тапăч панă.
 
=== Вязьма «хуранĕ» ===