Мускавшăн çапăçни: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
72-мĕш йĕрке:
[[Орёл (хула)|Орёл]] хулана хӳтĕлеме [[Юпа, 1|юпан 1-мĕшĕнче]] [[АТÇ Ставки]] резерв йышĕнчен [[1-мĕш гварди перевçĕ корпусĕ|1-мĕш гварди перевçĕ корпусне]] йĕркеленĕ, анчах та [[Гудериан Гейнц|Г. Гудериан]] çарĕсем çав тери хăвăрт пынипе, корпусăн çарпуçĕ [[Лелюшенко Дмитрий Данилович|Д. Д. Лелюшенко]] генерал-майор сĕннипе, тăшмана çурçĕр енче кĕтсе илме хатĕрленес тенĕ. [[Юпа, 2|Юпан 2-мĕшĕнче]] 1-мĕш гварди перевçĕ корпусĕпе Ставкăн 6-мĕш резерв авиагруппи тата фронт авиацийĕ, [[Мценск]] районне тухнă.
 
Авăнăн 30-мĕшĕнче ([[Гудериан Гейнц|Гудерианăн]] 2-мĕш танк группи тӳрех хăвăрт ăнăçу тунă. Юпан 3-мĕшĕнчех 24-мĕш моторлизациленĕ корпусĕн чаçĕсем 200 км яхăн чупса [[Орёл (хула)|Орёл]] хулине кĕнĕ. Нимĕç танкĕсем хулана кĕричченех урамсенче трамвайсем çӳренĕ, савутсенчен эвакуцие яма хатĕрленĕ хатĕр-хĕтĕре тыла ăсатайман.
 
Çав вăхăтрах юпан 3-мĕшĕн каçхине [[Мценск]]е [[Катуков Михаил Ефимович|М. Е. Катуков]] полковникăн [[1-мĕш гварди танк бригади|4-мĕш танк бригади]] çитнĕ те ирхине [[Катюша (хĕçпăшал)|гварди миномёчĕсен]] дивизионĕ (капитан Чумак) пулăшнипе маршри нимĕçсен 4-мĕш танк дивизин колоннисене атакăланă та ăна çапăçуран кăларнă. [[Мценск]] патĕнче хирĕç тăни нимĕç çарĕсене эрне хушши тытса тăнă. Юпан 6-мĕшĕнче 217,8 çӳллĕх патĕнче (Первый Воин, Мценск районĕ) çапăçу пуçланнă: 4-мĕш нимĕç танк дивизине каллех 4-мĕш танк бригади тӳскенĕ. Нимĕçсен [[Тулă|Тулăна]] тапăнассипе тăхтама тивнĕ.
 
=== Вязьма «хуранĕ» ===