Еврази: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
4-мĕш йĕрке:
 
Континент Çурçĕр çуршаринче вынаçнă, çапах та унăн хăш-пĕр утравĕсем Кăнтăр çуршарине лекеççĕ.
Континент икĕ тĕнче пайĕнчен пулса тăрать: Европăран тата [[Ази]]рен (çавăн пирки [[Александр Гумбольдт]] çапла ят панă). [[Европа|Европăпа]] [[Ази]] хушшинчи чикĕ йĕррисем [[Урал]] тăвĕсем, [[Атăл]], [[Эмба]] шывĕсем, [[Каспи тинĕстинĕсĕ]]ĕ, [[Кума]] шывĕ, Кумо-Маныч впадина, [[Маныч]] шывĕ, [[Дон]] шывĕ, [[Кавказ]]ăн çурçĕр тăррисем, [[Босфор]]па [[Дарданеллы]] проливсем урлă каяççĕ. Çакăн пек уйăрни историллĕ май пырса килнĕ. Çутçанталăк енчене пăхсан, Европăпа Ази хушшинче чикĕсем çук теме юрать. Пĕрçыххăллă тектоника улшăнăвĕсем пулса-иртнĕçем тата нумай климатлă ĕç-пулăмĕсен пĕрлĕхне пула Еврази континенчĕ паянкуна пĕр типçĕр пулса тăрать.
Континент анăçран [[Атлантика океанĕ]]н, çурçĕртен — [[Çурçĕр Пăрлă океан]]ĕн, тухăçран — [[Лăпкă океан]]ĕн, кăнтăртан —[[Инди океанĕ]]н, çапла та татах çав океансен çум тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать.
Еврази анăçран тухăçа çити 16 пин çм, çурçĕртен кăнтăра — 8 пин çм тăсăлать, çĕр лаптăкĕ ≈ 53,4 млн. çм². Ку вăл планетăн типçĕрĕсен виççĕмĕш пайĕ пулать. Евразин утравĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 2,75 млн. çм² яхăн.