Михлеев Дмитрий Никанорович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
27-мĕш йĕрке:
Çар тивĕçне пурнăçлама стратеги тĕллĕ ракета çарĕсене лекнĕ. Хĕсметре чухне сăвăсемпе калавсене «Во славу Родины» хаçатра пичетленĕ. Командирсем Михлеева Мускаври Халăх ӳнер университетĕнче вĕренме ирĕк панă. Вĕреннĕ чухне пĕрре çеç мар тĕрлĕ конкурсене хутшăннă, Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри хăй тĕллĕ ӳкерçĕсен куравĕнче Диплома тивĕçнĕ<ref name=autogenerated1 />.
 
Çартан таврăнсан журналистикăпа хевтеленнĕ. [[ХусантХусан университечĕ]]н журналистика факультетне вĕренме кĕнĕ. Нумай çырнă, пичетленнĕ, анчах вĕренсе тухман<ref name=autogenerated1 />. «[[Республика Тутарстан (хаçат)|Советская Татария]]», «Комсомолец Татарии» хаçатсенче корреспондент пулса тăрăшнă<ref name=autogenerated2 />.
 
[[Пĕтĕм Раççейри С. А. Герасимов ячĕллĕ кинематограф университечĕ|ВГИКа]] (конкурс: 150 çын пĕр вырăна) веренме кĕнĕ. Режиссёр факультетĕнче [[Михалков Никита Сергеевич|Никита Михалковпа]] пĕр курсра пĕлӳ илнĕ<ref>[http://cheb.mk.ru/news/2013/11/05/940430-v-chgu-im-inulyanova-pobyival-pervyiy-professionalnyiy-kinorezhisser-iz-chuvashey-dmitriy-mihleev.html В ЧГУ им. И. Н. Ульянова побывал первый профессиональный кинорежиссер из чувашей Дмитрий Михлеев — МК в Чебоксарах МК]</ref>.