Словени: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Addbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Bot: Migrating 199 interwiki links, now provided by Wikidata on d:q215 (translate me)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
25-мĕш йĕрке:
Славян йăхĕсем Словенин паянкунхи çĕрĕсенче [[VI ĕмĕр]]те килсе пурнăçа çавăрса янă. [[VII ĕмĕр]]те вĕсем Карантани патшалăхне йĕркеленĕ. [[745]] çулта Карантани франксен протекторатне йышăннă, çав вăхăтрах [[1180]] çулченех хăйсен хăшпĕр ирĕклĕх йĕркисене çăлса хăварнă. Франксен сĕмĕпе словенсем [[Христос]] тĕнне хутшăннă.
1000 çул майлă каялла словен чĕлхипе пĕрремĕш хутсем — Brižinski spomeniki çырнă. [[XIV ĕмĕр]]те Словени çĕрĕсем Габсбургсен айне лекнĕ те кайран Австри-Венгри империне çыпăçнă. Словенине виçĕ провинцине уйăрнă: Крань, Горишку тата Штаерску.
[[1809]]—[[1813]] çулсенче Словенин чылай пайĕ Иллири провинцисем шутĕнче пулнă. [[XIX ĕмĕр]]те, уйрăмах [[1848]]-[[1849]] çулхи [[Австри]]ри [[Революци]] вăхăтĕнче тата хыççăн та, Словени çĕрĕсенче наци юхăмĕ-туртăмĕ тĕрекленсе пырать (унăн тĕпĕ —Крайна— Крайна).
 
Итали [[1918]] çулта [[Австри-Венгри импери]] арканса саланнă май унăн Тинĕсçум облаçне тата Истрăна, çавăн пекех [[Далмаци]]н пĕр пайне хăйĕн çĕрĕсен шутне кĕртнĕ. Ытти словен çĕрĕсем тепĕр хут йĕркеленнĕ [[Серби]], [[Хорвати]] тата [[Словени]] патшалăхне хутшăннă, вăл вара [[1929]] çулта [[Югослави]] патшалăхĕ пулса тăнă.