Сăвă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
66-мĕш йĕрке:
Ку йĕркесем [[Петĕр Хусанкай]]ăн "Хура перкенчĕк" ярăмри пĕр сăввинчен.<ref>[[Петĕр Хусанкай]]. Çырнисен пуххи. 1-мĕш том. Шупашкар, 1997. — С. 93.</ref> Йĕркесем чат пĕрешкел [[Карт|картсенчен]] тăмаççĕ. Анчах та вĕсем пурте пĕр пек çемĕллĕ ( — U U — U — U ). Сăмах май каласан, çÿлерех илсе кăтартнă "Мамăк çурăлнă тапхăр..." сăввăн тăватă йĕркинче те çавнашкал ен пур (мăшăрлă йĕркесемпе мăшăрсăр йĕркесем тĕлĕшпе). Эппин унăн виçине пĕр харăсах [[дольник]] те, [[Логаэдла сăвă|логаэд]] та теме пулать (чăн та, ытти йĕркесенче апла мар). Кунта хирÿçĕлĕх çук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ япала.
== Шурă сăвă ==
[[Шурă сăвă]] тесе рифмăсем ( [[Састаш|састашсем]]) пачах та çукçуккине кура пулсан калаççĕ, — енчен те унăн шалти [[Виçе|виçи]] е йĕркесенчи сыпăксен танлăхĕ пур пулсан. Эппин, састашсемсĕр [[Ирĕклĕ сăвă|ирĕклĕ сăвва]] шурă сăвă теме май çук.
[[Чăваш литератури|Чăваш литературинче]] çак меслетпе çырнă сăвăсем сахал мар. Çав вăхăтрах хăшпĕр авторсен [[Еткер|еткерĕ]] тĕпрен илсен пĕтĕмпех çавнашкал [[хайлав|хайлавсенчен]] тăнине палăртмалла. Сăмахран, вăл шута [[Илле Тăхти]] ([[1889]]-[[1938]]) сăввисем кĕреççĕ. Синтаксисла параллелизмран килекен сăлтавсене пула çеç вĕсенче<ref>[[Илле Тăхти]]. [http://chuvash.org/lib/keneke/30.html Суйласа илнисем: сăвăсем, поэмăсем, калавсем, статьясем, çырусем.] — Шупашкар: ЧПГĂИ, 2009. — 366 с. </ref> хушăран састаш палăрăмĕсем курăнкалаççĕ. Çапла вара ăнсăртран е ăнсăртранах та мар тенĕ пек килекен рифмăсем шурă сăввăн тасалăхне пăсаççĕ. Кунашкал самантсем [[Шелепи Николай Иванович|Николай Шелепи]] ([[1881]]-[[1945]]) пултарулăхĕнче уйрăмах нумай<ref>Шелепи Н.И. [http://2.nbchr.ru/www/PDF/shelepi1.pdf Çĕрпÿ пасарĕ.]</ref>.
 
== Фольклорти сăвă пирки ==
[[Юрă|Юррăн]] сăвви пур. Анчах та кунашкал сăвă юррăн кĕввипе тачă çыхăннă. Вĕсене — юррăн [[мусăк|мусăкĕпе]] сăввине — пĕр-пĕринчен уйăрма та çук. Мĕншĕн тесен пĕр пĕтĕмĕшле пĕрлĕх пулса тăраççĕ. Çавна кура "кунта хорей, лере ямб" текелесе калаçма май çук. Чăн та, тепĕр чухне юррăн сăвви, кĕвĕ-çемĕрен уйрăлса, хăйĕн пурнăçĕпе пурăнма пуçлать. Эппин, ун пирки ун чухне çапла каламалла та. Унашкал пулăм çук-тăк, сăмахламалăх шухăшĕ те çук.