Чăваш литератури: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
57-мĕш йĕрке:
[[Фольклор]] — хайлавсен авторĕсене палăртма май çук тата канонласа çирĕплетмен литература. Çапах та унашкал хайлавсен те чăн малтанхи авторĕсем пулнах ĕнтĕ. Анчах та вăл ятсем историре сыхланса юлман. Хайлавсен чăн малтанхи варианчĕсем те улшăнма пултарнă пурăна киле. Çапах та тăрăшсан-тăрăшасан, архивсенче чакалансан, ытти тĕрлĕрен çăлкуçсене шута илсен, унашкал хайлавсен авторĕсене те, сайра-хутра çеç пулин те, тупса палăртма пулать. Çапла вара çав еткере авторлăхлă литература шутне кĕртме май пур пек пулса тухать.
 
Кунашкал авторсенчен [[Чăваш Хвети|Хветие]] асăнмалла. Вăл [[XIX]] ĕмĕрĕн малтанхи çурринче пурăннă. Вăл хайланă юрăсене [[Ознобишин Дмитрий Петрович|Д.П.Ознобишин]] ([[1804]]-[[1877]]) çырса илнĕ. Чăн малтан хак параканни те вăлах пулнă. Каярахпа вĕсене [[Фукс Александра Андреевна|А.А.Фукс]] ([[1805]](?)-[[1853]]) та пичетлесе кăларать. Çак информаторсем пĕлтернĕ тăрăх тата ытти фактсене те шута илсен Хвети чăнах та хăех хайланă юрĕсене юрласа пани паллă. Эппин ăна уçăмлăнах çав юрăсен авторĕ теме пулать. <ref>Г.Сигов. Замечания чувашского жителя на статью "Поездка в Чебоксары". — Жн. "Заволжский Муравей", 1834, №23</ref>. Ку тĕлĕшпе Хветие [[Çытăр Ехримĕ|Çытăр Ехримĕпе]] ([[1846]]-[[1921]]) çеç танлаштарма май пур.
 
=== Вăтам ĕмĕрсен вĕçĕнчи чăваш культури (XV–XVII ĕмĕрсем) ===