Александров Николай Александрович: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
16-мĕш йĕрке:
Александров Николай Александрович [[Чăваш Ен|Чăваш Енти]] хальхи [[Сĕнтĕрвăрри районĕ|Сĕнтервăрри районне]] [[Малти Чиперуй]] ялĕнче, [[хресчен]] килйышĕнче çуралнă. Ялти [[шкул|шкулта]], унтан [[Хусан|Хусанта]] ( [[1880]]-мĕш çултанпа), вĕрентевçĕсем хатĕрлекен семинарире, ăс пухнă. Вĕренĕве пĕтерсен, [[1884]]-мĕш çулта, семинари çумĕнчи пуçламăш шкулта [[чăваш чĕлхи]] тата [[мусăк]] вĕрентме пуçлать. Çавăнпа пĕрлех Родионов институтĕнче дворян хĕрĕсене мусăк вĕрентнĕ.
== Мусăкпа çыхăннă ĕçĕсем ==
Николай Александров "Мотивы чувашских песен. Нотные записи из разных местностей Казанской губернии" [[алçыру]] хатĕрленĕ<ref>Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Шупашкар, 1984. — С. 307.</ref>. Паянхи кунччен сыхланнă-ши вăл алçыру е çук-ши — паллă мар. Анчах та вăл Хусанта [[1890]]-мĕш çулта иртнĕ ăславпа промыслăх куравĕнче пулнă<ref>[http://enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=537 Чувашская энциклопелдия. Персоналии. Александров Николай Александрович] Автор: М.Г.Кондратьев.</ref>. Унăн тата "Чиркÿре хорпа юрламалли чăвашла юрăсем" [[кĕнеке]] пичетленсе тухнă<ref>«ХОРОВЫЕ ЦЕРКОВНЫЕ ПЕСНОПЕНИЯ НА ЧУВАШСКОМ ЯЗЫКЕ» [http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=479 Чувашская энциклопедия]</ref>.
== "Качи-Сювы" калав пирки ==
Чи малтан [[Хусан|Хусанти]] "Волжский вестник" хаçатра ([[1894]], 309 №) пичетленсе тухнă. [[Вырăс чĕлхи|вырăсла]] [[калав]]. Анчах та [[чăвашсем]] çинчен. Авторне "Н.А." тесе палăртнă. Çавна кура ку Николай Александров пулма пултарать теççĕ. Анчах унашкал "Н" тата "А" инициалсемлĕ çынсем татах пур. Сăмахран, [[Ашмарин Николай Иванович|Николай Ашмарин]].
== Асăрхавсем ==
{{Асăрхавсем}}