Сăвă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Сăвă''' ({{lang-el|η στίχος}} — ĕрет, йĕрке, тытăм), — ятарлă [[Ритм|ритмпа]] палăрса тăракан [[текст]]. Тĕрĕссипе ку текст уйрăм йĕркесем (ĕретсем) çине пайланнине пĕлтерет. Сăвăра ритмăн урăх палăрăмĕсем те пулма пултараççĕ. Анчах та пĕтĕмĕшле [[Палăртав (логика)|палăртавра]] (дефиницире) вĕсем татăклă пĕлтерĕшлĕ мар. Сăвă ăсталас [[ăслай|ăслайсем]] кашни [[чĕлхе]]рех хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе палăрса тăма пултараççĕ. Ку статьяра ытларах [[Чăваш чĕлхи|чăваш]] сăвви пирки каланă.
{{toc-right}}
Асăннă [[Сăмах|сăмахăн]] урăхларах [[пĕлтерĕш]] те пур: сăвăлла çырнă кĕске [[литература]] [[Хайлав|хайлавне]] çапла калаççĕ. [[Вырăс чĕлхи|Вырăсла]] — ''стихотворение''.
8-мĕш йĕрке:
== Силлабика ==
Сăвă йĕркисенче [[Сыпăк|сыпăксен]] шучĕ тан пулнипе уйрăлса тăрать. Изосиллабизм теççĕ çакна. Сыпăксен шутне [[размер]] теççĕ. Ритм ытти енсемпе йĕркелленисем çук. Вăл шутра — [[Пусăм|пусăмсем]] тĕлĕшпе те. Пусăмсем вăйсăр е пĕлтерĕшлех мар [[Чĕлхе|чĕлхесенче]] сарăлнă ку [[меслет]]. Сăмахран, [[чăваш чĕлхи]]нче те [[Çеçпĕл Мишши]]ччен пусăмсен çирĕп йĕркисем пулман.
 
Вырăс [[поэзи|поэзийĕнчи]] силлабика тапхăрне ([[XVIII ĕмĕр]] умĕн) Б.В.Томашевский ак çапла ăнлантарнă: сăвă çыракансем ытларах тĕн çыннисем пулнăран, вĕсем пуплеве тăсса, "юрласарах" калама хăнăхнă — кĕлĕри пек. Çавна кура пусăмсăр тата пусăмлă сыпăксен уйрăмлăхĕсем [[хăлха|хăлхана]] питех кĕмен<ref>Мысль, вооружённая рифмами. Поэтическая антология по истории русского стиха. Ленинград: изд-во Ленинградского университета. 1984. — С. 418—419.</ref>/
== Метрикăлла сăвă ==
Сăввăн кашни йĕркин шалти çемми (шалти ритмĕ) пулсан çапла калаççĕ. Паллах, кунта чăн малтан пусăмсем пирки сăмах пырать. Шалти йĕркен уйрăм [[Пĕрчĕ|пĕрчине]], — енчен те вĕсем пурте пĕр пек пулсан, — [[метр]] е [[карт]] (вырăсла — "стопа") теççĕ. Пĕрчĕсем пĕрпĕ]]р пек пулмасан апла каламаççĕ. Сăввине хăйне те "метрикăлла" теессинчен пăрăнаççĕ. Сăввăн кунашкал виçине силлабо-тоника тени те пулать. Мĕншĕн тесен ытларах чухне сыпăксен тата пусăмсен шучĕ пĕр пек. Анчах [[Вырăс чĕлхи|вырăс чĕлхинче]] "вольные стихи" [[Термин|терминпа]] палăртакан сикчевлĕ сăвăсенче изосиллабизм тата изотонизм çук. Çакана шута илсен, метрикăлла сăвă тени чылай ăнăçлăрах.
=== Метрикăллă сăввăн тĕсĕсем ===
Метрикăлла сăввăн пĕр тĕсне çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ: вăл — ''сикчевлĕ сăвă''. Асăннă меслетпе [[сăвăç]]сем [[Юптару|юптарусене]] çырма килĕштереççĕ.