Сăвă: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
'''Сăвă''' ({{lang-el|η στίχος}} — ĕрет, йĕрке, тытăм), — ятарлă [[Ритм|ритмпа]] палăрса тăракан [[текст]]. Тĕрĕссипе ку текст уйрăм йĕркесем (ĕретсем) çине пайланнине пĕлтерет. Сăвăра ритмăн урăх палăрăмĕсем те пулма пултараççĕ. Анчах та пĕтĕмĕшле палăртавра (дефиницире) вĕсем татăклă пĕлтерĕшлĕ мар. Сăвă ăсталас [[ăслай|ăслайсем]] кашни [[чĕлхе]]рех хăйĕн уйрăмлăхĕсемпе палăрса тăма пултараççĕ. Ку статьяра ытларах [[Чăваш чĕлхи|чăваш]] сăвви пирки каланă.
{{toc-right}}
 
КуАсăннă [[Сăмах|сăмахăн]] урăхларах [[пĕлтерĕш]] те пур: сăвăлла çырнă кĕске [[литература]] [[Хайлав|хайлавне]] çапла калаççĕ. [[Вырăс чĕлхи|Вырăсла]] — ''стихотворение''.
 
Çавăн пекех "прозăлла сăвă" текен [[ăнлав]] та пур, анчах та унпа, тĕпрен илсен, [[проза|прозăлла]] çырнă хайлавсене палăртаççĕ: текста пĕртен-пĕр меслетпе йĕркесем çине пайлама май пур чухне çеç сăвă темелле. Калăпăр, [[Вырăссем|вырăс]] литературинчи [[Максим Горький]] çырнă "Песня о Буревестнике" тата "Песня о Соколе" пирки çапла калама пулать.