П. эрч. 30: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни
Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
2-мĕш йĕрке:
* 30 — Консулсем: Цезарь (4) тата Марк Лициний Красс. Суффект-консулсем: (Красс вырăнне) Гай Антистий Вет, Марк Туллий Цицерон, Луций Сений.
* 30 — Хĕлле — Октавиан 27 куна Брундизийе килнĕ, салтаксен кăмăлĕпе вĕçех тунă та Грецие таврăннă. Çуркунне — Октавиан Сири урлă Икĕпата кайнă, унăн çарпуçĕсем — Африка урлă. Çулла — Октавиан Икĕпатра. Пелусие илнĕ. Антоний Александрия патĕнче вăйлă вăрçнă, анчах та çарĕ ăна улталанă. 1.8 — Октавиан çарĕсем Александрие кĕнĕ. Антоний хăйне хăех вĕлерет. Антулла, Антонийпе Фульвин ывăлне, айăпласа вĕлернĕ. Октавианпа Клеопатра тĕл пулни. Клеопатра хăй çине алă хунă. Цезариона вĕлернĕ.
* 30 — Икĕпат рим провинцийĕ пулса тăнă, питĕ нумай пурлăха ярса илнĕ. Октавиан салтаксене Нил каналĕсене юшкăнран тасатма хушнă.
* 30 — Октавиан Тухăçри пăхăнса тăракан тăрамсен - Понти Полемĕ, Галати Аминчĕ, Каппадокийского Архелайĕ тата Иудея Иродĕ - прависене çирĕплетнĕ. Рекрутпа 16 çултан илме тытăннă. Иродăн территорийĕ çумне Трахонитида, Ватанея и Авранитида (Çур.-Тух. Палестина) çĕрĕсене хушнă.
* 30 — Гиркан Ирода хирĕç кавара хутшăннă, айăпласа вĕлернĕ.
|