Шăмăршă районĕ: различия между версиями

Çак ялсене [[Чăваш республики]]н çурçĕр тата вăта районсенчи [[чăвашсем]], [[Кокшайск уесĕ]]нчи [[çармăссем]], [[Хусан уесĕ]]нчи чăвашсемпе [[тутарсем]], [[Улатăр уесĕ]]нчи [[ирçесем]] никĕсленĕ.
 
[[1797]]-мĕш çулта [[Чĕмпĕр кĕперни]]нче генералла çĕр виçевне пуçланă. Хресчен общинисен, [[улпут|улпутсен]], хуласен тата ыттисен çер чиккисене палăртнă. Çак вăхăтра Шăмăрша районĕн ялĕсем [[Пăва уесĕ]]н Вăрманкасси, [[КаракитанХура Ката]], [[Кахăрлă]] вулăсĕсене кĕнĕ.
 
[[1835]]-мĕш çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Сенат хутайĕпе килĕшӳллĕн Чĕмпĕр кĕпернинчи патшалăх хресченĕсене Императăр Килĕн министерствин удел Департаментне куçарнă. Вулăссем вырăнне удел прикаçĕсем туса хунă. Хальхи Шăмăршă районĕн хресченĕсене Чĕмпĕр удел кантурĕн Шăхаль, Шăмалак тата Парки приказĕсене лекнĕ.
11 629

правок