3-мĕш Украина фрончĕ: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
28-мĕш йĕрке:
[[File:3ci ukraiński.jpg|thumb|[[Штандарт]] 3''Укр. Ф'']]
'''3-мĕш Украина фрончĕ''' — [[Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи]] тапхăрĕнчи [[Хĕрлĕ Çар]]ăн фрончĕсенчен пĕрри.
 
== Кун-çулĕ ==
1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче кăнтăр-анăç тĕлĕшĕнче [[АТÇ Ставки]]н 1943 çулхи юпан 16-мĕшĕнчи тапачĕпе [[Кăнтăр-Анăç фрончĕ (Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи)|Кăнтăр-Анăç фронтне]] урăх ята куçарса туса хунă. Унăн шутне [[1-мĕш гварди çарĕ|1-мĕш]] тата [[8-мĕш гварди çарĕ|8-мĕш гварди çарĕсем]], [[6-мĕш çар (СССР)|6-мĕш]], [[12-мĕш çар (СССР)|12-мĕш], [[46-мĕш çар]] тата [[17-мĕш сывлăш çарĕ]] кĕнĕ. Малашнелле 5-мĕш тапăну, 4-мĕш тата 9-мĕш гварди çарĕсем, 26-мĕш, 27-мĕш, 28-мĕш, 37-мĕш тата 57-мĕш çарсем, 6-мĕш гварди танк çарĕ, 1-мĕш, 2-мĕш тата 4-мĕш полхар çарĕсем кĕнĕ. Операцилле пăхăнура [[Дунай вăрçă флотилийĕ]] пулнă.
 
1943 çулхи юпа-чӳк уйăхĕсенче 3-мĕш Украина çарĕсем [[Тăнăваршăн çапăçу]]ра [[Днепропетровск]] тата [[Днепродзержинск]] хулисене тăшманран хăтарса, Тăнăвартан анăçалла 50-60 км куçнă. Малашне, [[Кривой Рог]] еннелле аправлении, 6-мĕш çар вăйĕсемпе [[Запорожье|Запорожьерен]] кăнтăралла [[плацдарм]]а ярса илнĕ, раштав уйăхĕн вĕçне çити [[2-мĕш Украина фрончĕ]]пе пĕрле Тăнăвар çинче стратегиллĕ пысăк плацдарма тытса тăнă.
 
 
 
 
----
 
[[File:Red Army greeted in Bucharest.jpg|thumb|right|250px|3-мĕш Украина фрончĕн çарĕсем Бухареста кĕреççĕ. [[Çурла, 31]], 1944.]]
 
1944 çулхи çурла уйăхĕнче 3-мĕш Украина фрончĕ [[Яссы-Кишинёв операцийĕ|Яссы-Кишинёв стратеги операцине]] хутшăннă, унта Молдави ССР пĕтĕм территорине тăшманран тасатнă, [[Румыни]] вара [[Германи]]е хирĕç вăрçăпа тухнă.
 
[[Авăн, 8|Аванăн 8-мĕшĕнче]] фронт вăйĕсем [[Болгари]] чиккине çитсе уйăх вĕçнелле пĕтĕмпех тăшманран çаратнă. 1944 çуклхи [[авăн, 28|авăнăн 28-мĕшĕ]] — [[юпа, 20|юпан 20-мĕшĕсенче]] 3-мĕш Украина фрончĕ [[Югослави ирĕклĕх халăх çарĕ]]пе, Болгари Аттелĕх фрончĕпе пĕрле [[Белград операцийĕ|Белград стратеги операцине]] хутшăннă, [[Белград]]а тата [[Серби]]н чылай территорине ирĕке кăларнă.
 
[[1944]] çулхи юпа — [[1945]] çулхи нарăс уйăхĕ тапхăрĕнче 3-мĕш Украина фрончĕн пайĕ [[Будапешт операцийĕ|Будапешт стратеги операцине]] хутшăннă. Унăн çарĕсем вăрçса [[Дунай]] урлă каçса юханшывăн сылтăм çыранĕнче плацдарма ярса илнĕ. 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче тăшман, хăйĕн [[Будапешт]]ра хупăрланă вăйĕсене кăларас тесе хирĕçле атакине сирсе янă, пуш уйăхĕнче, [[Балатон операцийĕ|Балатон операцинче]], нимĕçсен кӳлĕ районĕнчи контртапăнăвне чарнă. Çак операцие ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн операциллĕ тăхтавсăрах [[пуш, 16|пушăн 16-мĕшĕнче]] [[2-мĕш Украина фрончĕ]]н сулахай çуначĕпе пĕрле çапăçса [[Вена операцийĕ|Вена стратеги операцине]] пурнăçлама, [[Венгри|Венгрие]], [[Австри]]н тухăç çĕрĕсене, [[Вена|Венăна]] ирĕк кăларма май пурать.
 
[[1945]] çулхи [[çĕртме, 15|çĕртмен 15-мĕшĕнче]]а АТÇ Ставкин 1945 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнчи директивипе фронта салатнă, фронтăн уйри управленине [[Çарсен кăнтăр группи]]н управленине куçарнă.
 
== Çарпуçлăхĕ ==