Чăваш литератури: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
97-мĕш йĕрке:
Чĕмпĕр шкулĕнчен пĕлӳ пухса пурнăç çулĕ çине тăнă [[Тимофеев Григорий Тимофеевич|Григорий Тимофеев]] ([[1878]] — [[1937]]) [[Пăва уесĕ]]нчи Элшел ялне ĕçе каять. Кунта вăл [[1901]]–[[1903]] çулсенче «Тăхăрьял» кĕнекене хайлать. Кунта çул çӳрев те, аса илӳ те, танлаштару та пур. Тăхăр ял çыннисем тĕнче тытăмне еплерех ăнланни, ытти халăх çыннисемпе тата хăйсем хушшинче еплерех пурăнни çинчен пырать хайлаври калу. [[Элшел]] çĕрĕ-шывĕпе тĕплĕн паллаштарать. «Тăхăрьял» хайлава халăхăн энциклопедийĕ теме те пулать.
 
[[XX ĕмĕр]]ĕн пуçламăшĕ тĕлне чăваш прози пысăк утăмсем тăвать. Çав хушăрах харкамлăх тĕлĕшĕнчен вăл поэзи хыçĕнче пынă. Чăваш литератури [[Европа|Европăри]] тухăçлă усă куракан чылай жанра сивлемест. Прозăра [[роман]] ĕлкиллĕ хайлавсем те курăнкалаççĕ ([[Юркин Иван Николаевич|Иван Юркинăн]] ([[1863]]-[[1943]]) роман теме те май пур повеçĕсем). [[Драма]] жанрĕсенчен пĕри те чăваш çыруллă сăмахлăхĕн тытăмне кĕреймен-ха.
 
Драма хайлавĕсене ытларах чухне сцена çинче кăтартса пама çыраççĕ. Анчах вĕсене капла та вулама пулать. Спиридон Михайлов "Калаçăвĕсем" ([[1852]]) ятарласа театр валли хатĕрленĕскерсем мар. Вĕсене чăваш драматургийĕн ум историйĕ тесе те йышăнма та юрать. Эпир асăнакан тапхăра илсен, унта та чăваш авторсем драматургире тунă уйрăм сăнавла тенĕ пек хайлавсем пур. Сăмахран: [[Комиссаров Гурий Иванович|Кури Вантер]] ([[1883]]-[[1969]]): «Чăваш туйĕ» ([[1901]]), «Авлану» ([[1902]]).