Чăваш литератури: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Ellodanis5 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
[[Ӳкерчĕк:Chuvash Anthology (1908).jpg|thumb|right|200px|Чăваш литературин антологийĕ (1908)]]
'''Чăваш литератури''' — [[чăваш чĕлхи|чăвашла]] хайланă [[литература]]. Чăваш чĕлхипе çырнă [[Хайлав|хайлавсем]] пурте чăваш литературин шутне кĕреççĕ. Анчах та ку йышран фольклорла хайлавсене уйăрса илсе уйрăммăн пăхмалла. Авторлăхлă литературăна, — унта кашни хайлава кам çырнине палăртнă, [[Атрибуци|атрибуциленĕ]], текстне [[Канонлав|канонланă]] , — малашне улăштарассинчен сыхласа упрама тата улăштармашкăн чарма та май пур. (Хăй чĕрĕ чухне авторĕ çеç улăштарма пултарать). Халăх сăмахлăхĕнчи хайлавсен палăртнă авторĕсем çуккине кура, вĕсен тĕлĕшĕпе апла тăваймстăн. Уйрăм фольклористсем çырса илнĕ вариантсем, чăн та, историре хăйне майлăн пĕлтерĕшленсе юлма пултараççĕ. Анчах та ку вăл, çапах та, [[канон]] мар.
 
== Пуçламăш истори ==
48-мĕш йĕрке:
Ылттăн Урта тапхăрĕнчи чул палăксен çырăвĕсем пирки çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ.
 
Монголсемчченхи [[Атăлти Пăлхар|Атăлçи Пăлхарта]] çыруллă культура, апла пулсан çыруллă литература та, пулма пултарнине систерекен хыпарсем сахал мар. Калăпăр, [[Пăлхар чĕлхи|пăлхарсен чĕлхинче]] кĕнекене пĕлтерекен сăмах та пулнах. Вăл хальхи [[чăваш чĕлхи]]нче ''конь, конĕ, кунĕ'' хапасемпе сыхланса юлнă.<ref>[[Ашмарин Николай Иванович|Н.И.Ашмарин.]] Тезаурус Лингве Чувашорум. т.10. — 287 с.</ref> Ăна [[Славян чĕлхисем|славян чĕлхисенчи]] ''книга'' (кĕнеке), [[осетин чĕлхинчичĕлхи]]нчи ''киньук'' (кĕнеке, хут, ÿкерчĕк), [[венгр чĕлхинчичĕлхи]]нчи ''коньув'' (кĕнеке), [[ирçе чĕлхи]]нчи ''конов'' (хут) сăмахсемпе танлаштарса пăхни вырăнлă.
 
Тĕрлĕрен çăлкуçсенчен пăлхарсен çакăн пек кĕнекесем пулни паллă: [[Якуб ибн Нуман|Якуб ибн Нуманăн]] "Пăлхарсен историйĕ", [[Сулейман ибн Дауд Саксини-Сувари]] кĕнекисем, [[Таджетдин ибн Юныс ал-Болгари]] çырнă "Наркăмăша хирĕç вăйлă эмелсем".<ref>Революцичченхи чăваш литератури. (XX ĕмĕрччен). Ш., 1989. — 25 с.</ref>
60-мĕш йĕрке:
 
=== Вăтам ĕмĕрсен вĕçĕнчи чăваш культури (XV–XVII ĕмĕрсем) ===
Вăтам ĕмĕрсен вĕçнелле, [[Ылттăн Урта]] йăшса пынă майăн, [[Атăлти Пăлхар|Атăлçи Пăлхар]] тăрăхĕ те юхăннаçем юхăнса пырать. [[1431]]-мĕш çулта [[Пăлхар]] хулине те тĕппипех аракатаççĕ. Вырăнти халăха, — хăйсене хăйсем тата ыттисем те, — çăваçсем тата [[бесермансем]] тесе чĕннĕ.<ref>http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=1540</ref> Вырăс летопиçĕсенче çăваçсене "худые болгары" терминпа асăнма пултарнă.<ref>О.Е. Игнатьева, З.А. Трифонова. Анчиккасы. Статья в Краткой чувашской энциклопедии. Ч., 2001 — http://enc.cap.ru/?t=world&lnk=303</ref><ref>http://www.mariuver.info/rus/articles/soc/2007/09/02.html</ref> Майĕпен çăваç тени чăваш тенипе улшăнса пырать. Бесерман шутланнисем — мăссăльмансем. Патшалăх тытăмĕпе ытти институтсем арканнă тапхăрта [[ислам]] позицийĕсем, унччен те çирĕпĕх пулманскерсем, вăйсăрланса пыраççĕ. Çавăнпа та бессермансен пысăкрах пайĕ пурăна киле çăваçсемпе пĕрлешсе кайнă теме май пур.<ref>http://www.minnac.ru/minnac/info/besermjane.html</ref> [[Хусан ханлăхĕ]] никĕсленсен çеç ку тăрăхра ислам çĕнĕрен вăйланма пуçлать. Анчах та ку çăваçсене питех пырса тивмест. Вĕсем ĕлĕкхиллех хăйсен йăли-йĕркисене тытса пурăнаççĕ.
 
== XVIII-XIX ĕмĕрсенчи чăваш литератури ==
79-мĕш йĕрке:
</poem>
{{цитата вĕçĕ}}
Ку сăва [[1781]]-мĕш çулта çырнă, Хусанти енпуç кантурне уçнă чухне чаплă лару-тăрура вуласа панă. Кунашкал текстсем татах та пур. Вĕсен авторĕсене тупса палăртайман темелле. [[1852]] çулта пичетленсе тухнă «Чьвашъ аберь болдымыръ» сăввăн авторĕ камне вара тĕпчесе пĕлнĕ. Вăл — [[Лебедев Василий Иванович|Василий Лебедев]] ([[1813]]-?).<ref>http://сувары.рф/ru/content/k-voprosu-ob-avtorstve-stihotvoreniya-chvash-aber-boldymyr — 36-мĕш асăрхав.</ref>
Чăваш литературин чи çÿлти шайне палăртакан хайлавсенчен пĕри — [[Фёдоров Михаил Фёдоров|Михаил Фёдоров]] ([[1848]]-[[1904]]) çырнă ([[1984]]) "Арçури" поэма.
 
 
Йӗрке 92 ⟶ 93:
[[1899]]-мĕш çулта Хусан кĕпернинчи Теччĕ уесĕнчи (халĕ [[Елчĕк районĕ]]) [[Аслă Елчĕк]] ялĕнче [[1874]] çулта çуралнă [[Кедров Николай Михайлович|Николай Кедров]] «Аçăна-аннене хисепле, хăвнах аван пулĕ» ятлă кĕнеке пичетленĕ. Акăлчан классикĕн [[Уильям Шекспир]]ăн "Лир король" хайлавĕн витĕмĕ сисĕнет унта.
 
1889 çулта Хусан кĕпернинчи Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ [[Вăрмар районĕ]]) Чулкаç (Сĕнтĕр) ялĕнче çуралнă [[Архипов Дмитрий Архипович|Дмитрий Архипов]] «[[Кустантин|Константинопольти]] чăвашсем» очеркра çак хулара пурăнакан чăвашсемпе тĕл пулса калаçни çинчен çырать.
 
Чĕмпĕр шкулĕнчен пĕлӳ пухса пурнăç çулĕ çине тăнă [[Тимофеев Григорий Тимофеевич|Тимофеев Григорий Тимофеев]] ([[1878]] — [[1937]]) [[Пăва уесĕ]]нчи Элшел ялне ĕçе каять. Кунта вăл [[1901]]–[[1903]] çулсенче «Тăхăрьял» кĕнекене хайлать. Кунта çул çӳрев те, аса илӳ те, танлаштару та пур. Тăхăр ял çыннисем тĕнче тытăмне еплерех ăнланни, ытти халăх çыннисемпе тата хăйсем хушшинче еплерех пурăнни çинчен пырать хайлаври калу. [[Элшел]] çĕрĕ-шывĕпе тĕплĕн паллаштарать. «Тăхăрьял» хайлава халăхăн энциклопедийĕ теме те пулать.
 
[[XX ĕмĕр]]ĕн пуçламăшĕ тĕлне чăваш прози пысăк утăмсем тăвать. Çав хушăрах харкамлăх тĕлĕшĕнчен вăл поэзи хыçĕнче пынă. Чăваш литератури [[Европа|Европăри]] тухăçлă усă куракан чылай жанра сивлемест. Прозăра [[роман]] ĕлкиллĕ хайлавсем те курăнкалаççĕ ([[Юркин Иван Николаевич|Иван Юркинăн]] ([[1863]]-[[1943]]) роман теме те май пур повеçĕсем. [[Драма]] жанрĕсенчен пĕри те чăваш çыруллă сăмахлăхĕн тытăмне кĕреймен-ха.
 
Драма хайлавĕсене ытларах чухне сцена çинче кăтартса пама çыраççĕ. Анчах вĕсене капла та вулама пулать. Спиридон Михайлов "Калаçăвĕсем" ([[1852]]) ятарласа театр валли хатĕрленĕскерсем мар. Вĕсене чăваш драматургийĕн ум историйĕ тесе те йышăнма та юрать. Эпир асăнакан тапхăра илсен, унта та чăваш авторсем драматургире тунă уйрăм сăнавла тенĕ пек хайлавсем пур. Сăмахран: [[Комиссаров Гурий Иванович|Кури Вантер]] ([[1883]]-[[1969]]): «Чăваш туйĕ» ([[1901]]), «Авлану» ([[1902]]).
 
== XX ĕмĕрти проза ==