Аслă Петĕр: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Dexbot (Сӳтсе яв | хушни)
п Removing Link GA template (handled by wikidata) - The interwiki article is not good
Chuvash2014 (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
10-мĕш йĕрке:
 
[[1682]] çулхи [[ака]] уйăхĕн 28-мĕшĕнче начар та чирлĕ патша Фёдор Алексеевич вилсе кайнă. Ун хыççăн кама патшана лартмалли ыйту çĕкленнĕ: йăла-йĕрки тăрăх аслă ывăлне Иван Алексеевича, чирлĕ те тайлăк ăслăскерне, е ача çуллĕ Петĕре.
Чиркӳ çыннисене (Иоаким патриарха), хăйсен енне çавăрса, Нарышкин çемйипе вĕсен майлисем Пётра патша вырăнне лартнă, унăн амăшне, [[Нарышкина Наталья Кирилловна|Наталья Кирилловнăна]], патшалăх ĕçĕсене тытса пыма ирĕк панă. Анчах çакăнпа Иванпа Софья хурăнташĕсем – Милославскисем, - Пётра патшана лартни хăйсене хĕстерни пулать тесе- килĕшмен. Милославскисем вара стрелецсене - Мускавра çав вăхăтра вĕсен шучĕ 20 пинĕ ытла çын пулнă - 1682 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пăлхава çĕкленĕ. Стрелецсем патшалăхăн çак пăтрашуллă самантĕнче хăйсен ĕçĕсене майлаштарасшăн пирки Милославскисемпе çыхăңнăçыхăннă: [[XVII]] ĕмĕр вĕçĕнче çĕнĕ полксене хатĕрленĕ май стрелецсен хакĕ чылаях ӳкнĕ, татах та вĕсенчен ирĕклĕх-çăмăллăхсене туртса илнĕ: стрелецсем çине ясак хунă, час-часах вĕсене [[шалу]] кая юлса пама пуçланă, вĕсен хушшисенче пурлăх енĕпе танмарлăхсем сарăлнă.
 
== Вуламалли ==