Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Viktor2014 (Сӳтсе яв | хушни)
228-мĕш йĕрке:
{{çавăн пекех пăхăр|Совет-финн вăрçи (1941—1944)|Румыни Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче}}
1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче , 4 сехет те 00 минутра Империн ютçĕр ĕçĕсен министрĕ [[Риббентроп Иоахим фон|Риббентроп]] Берлинри совет элчине [[Деканозов Владимир Георгиевич|Деканозова]] вăрçă пуçланă нотăна тата ун çумĕнчи виçĕ хушма хута — «Германин шалти ĕçсен министрĕн, СС рейхсфюрерĕн тата Герман полицин — евитсене («Германи правительствине Германипе национал-социализма хирĕç СССР диверси ĕçĕ пирки евит», «Германин ютçĕр ĕçĕсен министерствин совет правительствин пропаганда тата политика агитаци пирки евит», «Герман çарĕн Аслă çарпуçĕн Германи правительствине совет çарĕсем Германие хирĕç туçтарăнса тăнă пирки евит») панă. 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕн ирхине, артиллерипе авиаци пулăшăвĕ хыççăн нимĕç çарĕсем СССР чиккине каçнă. Çакăн хыççăнах, ирхине 5:30 вăхăтра СССР-ти Германи элчи [[Шуленбург Вернер фон дер|В. Шуленбург]] СССР ютçĕр ĕçĕсен халăх комиссарĕ [[Молотов Вячеслав Михайлович|В. М. Молотов]] патне пырса совет правительстви Германин тата вăл оккупациленĕ çĕр-шывсенче хирĕçле пăсав ĕçĕсене тăвать, герман чиккинче çарсене тапăнма хатĕрлесе тăратнă тесе» айăплать. Юлашкинчен çакна пупленĕ: «Çавăнпа фюрер герман хĕçпăшаллă вăйĕсене çак хăрушлăха мĕнпур хатĕрпе хирĕç тăма тапăч панă».<ref>[http://www.gumer.info/bibliotek_Buks/History/felsch/08.php Фельштинский Ю. Оглашению подлежит: СССР — Германия. 1939—1941: документы и материалы]</ref> Нотăпа пĕрле вăл Риббентроп Деканозова панă документсене панă.
[[File:Operation Barbarossa - Russian planes.jpg|thumb|left|200px|Совет аэродромĕ нимĕснимĕç авиатапăнăвĕ хыççăн]]
Çав кунах [[Итали]] тата [[Румыни]], тепĕр кунне — [[Словаки]], СССРа хирĕç вăрçă пуçланă пирки пĕлтернĕ.