Чăваш патшалăхĕн академи симфони капелли: различия между версиями

Чăваш АССР телекуравпа радиокалаçу комитечĕн хорне 1967 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкар хулинче йĕркеленĕ. Хăйĕн пĕрремĕш концертне коллектив çав çулах, чӳкĕн 7-мĕшĕнче кăтартнă. Хора йĕркелекенĕ тата унăн пĕрремĕш дирижерĕ Чăваш АССР халăх артисчĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Г.Орлов-Шуçăм композитор пулнă. Хора чăваш нацин профессиллĕ мусăкĕпе паллаштарма туса хунă.
 
Аристарх Гаврилович пуçарса янă йăласене 1974 çулта [[Чăваш патшалăх педагогика И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕ|Чăваш педагогика институчĕн]] доценчĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацин пайташĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ П.Г.Федоров малалла тăсать. Пётр Григорьевич ĕçленĕ вăхăтра хор [[Мускав]], [[Минск]], [[Ĕпхӳ]], [[Ижевск]], [[Хусан]], [[Чулхула]] тата СССР урăх хулисенче чăвашсен хор ӳнерне кăтартнă.
 
1986 çулта хора [[Яклашкин Морис Николаевич|Морис Яклашкин]] ертӳç йышăнать. 1988 çулта «Советская музыка» журнал çапла асăннă: {{Цитата пуçламăшĕ}}«Вы располагаете в настоящее время едва ли не лучшим коллективом такого рода в Поволжье и, может быть, в РСФСР, возглавляемым истинным подвижником М.Н.Яклашкиным».{{Цитата вĕçĕ}}