Филиппо Тальони: различия между версиями

4423 байта добавлено ,  7 лет назад
нет описания правки
(Çĕнĕ страница "{{Пайăр çын |ят = Филиппо Тальони |тăван ят = Filippo Taglioni |портрет = Filipp…")
 
Нет описания правки
 
Ташă ăсти, балетмейстер тата импресарио Карло Тальони тата (шутланă тăрăх) ташă ăсти Мария Петракка кил-йышĕнче çуралнă.
Вăл Пизара 17-ре пĕрремĕш хут пусма çинче ташланă, ун хыççăн Италин тĕрлĕ ушкăнĕсенче ташланă. 22-ре пĕрремĕш хут Париж Оперин пусми çине тухнă. 1802-мĕш çулта ăна [[Стокгольм]]а чĕнсе илнĕ, Патшалăх балечĕн пĕрремĕш ташă ăсти тата балетмейстер вырăнне йышăнма шанса панă.
 
1803-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Филиппо патша керменĕн юрăçĕпе, Кристоф Кристиан Карстенпа юрăçпа, арфистка СофияСтебновская хĕрне, ташă ăсти тата ÿнерçĕне, София Эдвига Карстена качча илет.
 
1805-1809-мĕш çулсенче вăл Венари патша керменĕн театрĕнче ĕçлет, кунта унăн пĕрремĕш Пьер Гардельăн «Дансомания» тăрăх лартнă балечĕ пулать, [[Наполеон I Бонапарт|Наполеона]] чысласа лартнă. Гардель тата Милон балечĕсен пуçне («Парис вăййисем», «Гамаш туйĕ», «Восточный дивертисмент») вăл хăйĕн спектаклĕсене те лартнă («Аталантапа Гиппомен», «Церлинопа Горано», «Чĕрĕлтернĕ ÿкерчĕк»).
1809-мĕш çултан Касселте, Вестфалинче, патша керменĕпе çÿмĕнче ĕçленĕ, (малтан патша керменĕн пĕрремĕш ташлавçи пулса, кайран режиссёр тата 1811-мĕш çултан — балетмейстер пулса), кунта балетсемсĕр пуçне балсемпе маскарадсем лартса Жером Бонапарта юрайнă:
 
<blockquote>Жером Бонапарт, Наполеона пула Вестфали астулне ларнăскер, ĕмпÿ кĕрменĕн пуянлăхĕне çитме тăрăшать. Тальони патша керменĕнче маскарадсем лартса Жером Бонапарта юранă. Хутшăнакансене рольĕсене салатса тата вĕсем валли ташăсем хайласа, лешĕ бал вăхăтĕнчех пичĕсене питлĕхпе пытарнă хăнасемпе хутшăнса каймашкăнвăл патшапа вăрттăн унăн партине хатĕрленĕ.
— ''В. М. Красовская. Западноевропейский балетный театр. Очерки истории: Романтизм''.</blockquote>
 
Кунта вăл чаплă балетсем-дивертисментсем: «Инди уявĕ», «Делири каçкÿлĕм», «Багдад калифĕ» лартнă.
 
1813-мĕш çулта, Касселя вырăс çарĕсем илсе тата патша влаçĕ ишĕличчен, кил-йышне хăварса Италине каять, кунта кĕске вăхăт хушшинче тĕрлĕ балет ушкăнĕсенче тĕрлĕ ĕç улăштарать: Миланта Сальваторе Вигано «Прометей» балетĕнче хутшăннă, Марс рольне ташлать, Туринта ĕçлет, каярах Флоренцире Гаэтано Джойя ертсе пынă ушкăнта ĕçлет.
 
1817-мĕш çулхи театр сезонне Мюнхенра, 1818 — Стокгольмра ирттерет, кунта виçĕ балет лартать. 1819-мĕш çулхи раштавпа кăрлач уйăхĕсенче Берлинта гастрольсем ирттернĕ, Венари унтан Кернтнертор-театрĕн пĕрремĕш ташлавçи пулса тăрачченех. 1821-мĕш çулта, çавă театран балетмейстерĕ пулса тăрсанах, ку таранччен Парижра пурăннă кил-йышне Венана чĕнсе илет. Çак вăхăтран вăл чăннипех [[Мария Тальони|Мария]] хĕрне ташă ăсталăхне вĕрентме пикенет.
== Ĕçĕсем ==
* [[1832]] — «Сильфида», Шнейцхоффер кĕвĕ çеммипе лартнă
12 899

правок