Левитан Исаак Ильич: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
35-мĕш йĕрке:
Вунвиçĕ çул тултарсан Левитан Мускаври Ÿнер, çын кĕлеткипе çурт-йĕр тăвас ăсталăхĕ вĕрентĕшне вĕренме кĕрет. Выçăллă-тутăллă, укçа-тенкĕсĕр нушаланнă пулин те вăл тăрăшса вĕреннĕ.
 
1876-мĕш çулăн авăн уйăхĕнче вăл А.К. Саврасов ăсталăх лаçĕнче вĕренме пуçлать, кăшт каярахпа В.Поленов вĕренекенĕ пулса тăрать. Вĕрентĕш Канашĕ ăна Кĕмĕл медальпе чыслать, ÿкерме вĕрентекен ятне паракан диплом илсе вĕренсе тухать. Каярахпа вăл унта паллă та чаплă ÿнерçĕ пулса таврăнать, çутçанталăк ÿнер лаçĕн ертÿçи пулса тăрать. Ир тунă ĕçсенчех — "Каçкÿлĕм" (1877, [[Патшалăх Третьяков галереи|Третьяков курав речĕ]]), "Хĕвеллĕ кун. Çуркунне"(1877,харпăр пурлăхĕ), ÿнерçĕ çутçанталăка çутă туйăмпа юратса сăнарлани туллин курăнать.
 
1880-мĕш çулхи вĕренекенсен куравĕнче кăтартнă "Сокольникири кĕрхи кун" (Третьяков курав речĕ), вун тăххăрти ÿнерçĕ ĕçне Павел Третьяков туянать. Ку унăн пултарулăхне çÿллĕ шая лартни пĕрремĕш палăрту пулнă.
66-мĕш йĕрке:
1898-мĕш çулта Левитан çутçанталăк сăнарĕн ÿнер Академикĕ ятне илме тивĕçет, унăн ĕçĕсене пĕтĕм Раççей хулисенче те, Мюнхенпа Парижра та кăтартаççĕ. Анчах унăн чĕре чирĕ шалаллах кĕрет, тухтăрсем сиплени пулăшмипе пĕрех.<blockquote>"Левитан вилет, ку куçа курăнать" </blockquote>, — тесе çырнă Чехов.
 
"Кÿлĕ" (1899-1900, [[Патшалăх Вырăс музейĕ|Вырăс музейĕ]]) — ÿнерçĕн юлашки, вĕçлесе ĕлкĕреймен ĕçĕ; çутçанталăкăн илемлĕ кĕтесĕ, Раççей, тăван çĕр-шыв — пулнă унăн юлашки шухăшĕсемпе туйăмĕсем.
 
== Курав речĕ ==