Яклашкин Морис Николаевич: различия между версиями

Канаш педагогика училищине, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн кĕвĕпе педагогика факультетне, Чулхулари консерваторине ([[1982]], А. А. Лемединский класĕ) вĕренсе пĕтернĕ.
 
Морис Яклашкинăн пултаруллăхĕпултарулăхĕ Чăваш Патшалăх телерадиовĕн хорĕпе çыхăннă. Хорта вăл [[1977]] çултанпа хормейстер пулса ĕçлет, [[1986]] çултанпа пултарулăх ертӳçи тата тĕп дирижёрĕ пулнă. [[1992]] çулта вăл хор Чăваш патшалăх академи капелли ятне тивĕçет. Хăйĕн хорĕпе нумай хулана çитсе курнă: [[Мускав]], [[Санкт-Петербург]], [[Чулхула]], [[Тĕмен]], [[Хусан]], [[Йошкар-Ола]], [[Саранск]], [[Ижевск]], [[Ĕпхӳ]]. Çаплах [[Венгри]]ре тата [[Чехословаки]]нче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
 
М. Н. Яклашкин профессор тăрăшнипе 2005 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йышĕнчи ӳнер кафедрине ӳнер факультечĕ шайне хăпартнă. Халĕ çак факультет Чăваш Республикинче мусăк пултарулăхĕн наци кадрĕсене хатĕрлес ĕçре пĕрремĕш мусăк вĕренӳ керменĕ шутланать.