Павел I: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
43-мĕш йĕрке:
Ача çуралнă чух Елизавета Петровна патша, аслĕ кнеç Пётр Федорович (Павлăн ашшĕ) тата пиччĕшпе шăллĕ Шуваловсем пулнă.
 
Ăруна тăсса пыракан еткерчĕ-ача çуралнă ятпа Елизавета патша манифест кăларнă, ку пулăма хăй вăхăтри çăвăçсемсăвăçсем мухтавлă хайлавĕсенче çутатса кăтартнă.
 
Политикаллă кĕрешÿ пирки Павел, тĕрĕссипе каласан, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕпе юратувĕсĕр юлнă. Елизавета Петровна ĕмпÿ ăна, хăй шутланă тăрăх, чи лайăх ача пăхаканĕсемпе вĕрентекенĕсемпе хупăрласа илме
 
хушнă, ашшĕ-амăшне вара хăйсен ачипе аппаланма паман. Ятне те пулин шыва кĕртнĕ чух Павел тесе ĕмпÿ хушнипе панă.
 
Павел сăн-питрен ашшĕ пек пунă пулин те, керменти сас-хура тăрăх, Екатерина ачи унăн пĕрремĕш еркенĕнчен, хăй вăхăтри чипер сăнлă Сергей Салтыковран пулнă.
 
== Пăхса ÿстернипе çутĕç пани ==
Павлăн пĕрремĕш пăхаканĕ Шуваловсемпе çывăх дипломат Ф. Д. Бехтеев пулнă, вăл ачана çар дисциплинипе танлаштарма пулнă пек хытă тытнă. Вăл пичетлесе кăларакан пысăках мар хаçатра ача хăйне мĕнле тытнине каласа панă.
 
1760 -мĕш çулта Елизавета Петровна мăнукĕн вĕрентекенне улăштарса Никита Иванович Панина суйласа илет. 42- ри Панин ăнлă пĕлÿ илнĕ, Çут ĕçĕ шухăшлавлă çын пулнă. Швеципе Данире дипломат хесметĕнче тăнă чух вăл масонсемпе тачă çыхăннă тата Раççейре те швед калăпăшле конституциллĕ монархи пулма кирлĕ тесе шутланă.
 
Никита Панин шучĕпе тиккен анлă та тарăн пĕлÿллĕ пулмалла. Тен, унăн канашĕсене кура, ача валли тĕрлĕ пĕлÿ пĕлме тĕрлĕ вĕрентекенсене тытнă. Вĕсен хушшинче митрополит Платон (Турă Саккунĕ), С. А. Порошин (çутçанталăк çун-çулĕ), Гранже (ташăсем), Дж. Миллико (кĕвĕ) тата ытти те пулнă. Елизавета Петровна тапхăрĕнче пуçланă вĕренÿ Петр III те, Екатерина II вăхăтĕнче те татăлман.
 
== Вуламалли ==