Пабло Пикассо: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
Andreevart (Сӳтсе яв | хушни)
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
32-мĕш йĕрке:
 
Кубизм юхăмне (Жорж Брак тата Хуан Гриспа пĕрле) никĕслекен, ку вăл виçĕ виçеллĕ япалана хăйне май мĕлпе лаптаксене пĕрле çыхăнтарса ÿкерни пулнă. Пикассо ÿкерÿçĕ пулса та нумай ĕçленĕ, скульптор, тăм ӳнерçи т. ыт.те пулнă. Шутсăр нумай ÿнерçĕ унăн мелĕпе усă курнă тата вăл XX ĕмĕрти ÿнер аталану çине вăйлă та пĕлтерĕшлĕ витĕм хунă. Нью-Йоркри Паянкун ÿнер музейĕ каланă тăрах, Пикассо хăй пурнăçĕнче 20 пине яхăн ĕç хайланă.
 
== Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ ==
Пикассо мĕн ачаран ÿкерме пуçланă, пĕрремĕш ÿнерÿ ăсталăхне вăл ашшăнчен — ÿкерÿ вĕрентекен Хосе Руиса Бласкоран илнĕ, кĕçех ку ĕçре пысăк ăнăçусем тунă. 8 çулта вăл çу сăррисемпе «Пикадор» ятлă хăйĕн пĕрремĕш ĕçне ÿнернĕ, унпа вăл хăйĕн пурнăçĕнче нихăçан та уйрăлман.
 
1891-мĕш çулта дон Хосе Ла-Коруньере ÿкерÿ вĕрентекенĕн ĕç вырăнне илет, вара çамрăк Пабло çемьипе пĕрле çурçĕр Испанине пурăнма куçать, кунта вăл илемлĕ ÿнер шкулĕнче вĕренет (1894—1895).
 
Кĕçех çемье Барселона хулине куçать, 1895-мĕш çулта Пикассо Ла-Лонха илемлĕ ÿнер шкулне вĕренме кĕрет. Пабло вунтăваттăра çех пулнă, çавăнпа та Ла-Лонхара вĕренме вăл ытла та çамрăк пулнă. Апла пулин те ашшĕ çине тăнипе ăна экзамен конкурс тăрăх тытма ирĕк панă. Пикассо пур экзаменсене те питĕ лайăх тытса Ла-Лонхана вĕренме кĕрет. Малтанах вăл ашшĕ ячĕпе Ruiz Blasco тесе ал пуснă, анчах та каярах амăшĕн хушаматне илсе Picasso тесе çырнă.
 
== Курав речĕ ==
<gallery>
File:Picasso Outside 1.jpg|"Çерем çинчи ирхи апат" Паянкун музейĕ, Стокгольм, Швеци
File:Picasso Rotterdam 02.JPG|"Sylvette" скульптура хайлавĕ, Роттердам, Нидерландсем
File:2004-09-07 1800x2400 chicago picasso.jpg| Далей Плазари скульптура хайлавĕ, Чикаго, АПШ
File:Kvinnohuvud1-hstd.JPG|"Хĕрарăм пуçĕ" Хальмстад, Швеци
</gallery>