Финн чĕлхи: версисем пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑни

Контента кӑларса петӗмӗр Контента хушрӑмӑр
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
 
Тӳрлетӗве ӑнлантарман
1-мĕш йĕрке:
Финн чěлхи - [[финн-угор|]] ушкăнне кěрекен чěлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финла - suomen kieli [суомен киели]. Финляндин патшалăх чěлхи (швед чěлхипе пěрле). Калаçакан хисепě - 5 млн ытларах. Финн чěлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепě вунна яхăн. Вěсем икě тěп пая пайланаççě: анăç тата тухăç калаçăвěсем. Хальхи литература чěлхи XIX ěмěр пуçламăшěнче йěркеленнě. Фонетика тěлěшěнчен уçă сасă тěрлěлěхěпе тата тăтăшлăхěпе палăрса тăрать: 8 вокал тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тěпрен илсен ют чěлхерен йышăннă лексикăра тěл пулать. Сибилянтран [с] фонема кăна тěл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăк çинче пулать. Грамматика енчен несěл категорийě çуккине палăртмалла. Пěтěмпе 15 падеж шутланать. Согласовани аталаннă. Камăнлăх категорийě аталаннă. Синтаксисě нимěç-акăлчан чěлхинни евěр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать.
Чăваш чěлхипе çыхăнура пулман. Пур пěр хăш-пěр пěр пеклěх пуррине асăнмалла. Тěслěхрен, ыйту парасси ятарлă татăк пулăшнипе пулса пырать. Кам ыйтупа çын кăна ыйтăнать, чěр чун таврашěн ыйтăвě - мěн. Сайра-хутра пěр пек сăмах тěл пулать: humala [хумала] хăмла, jumala [йумала] юмăç (финла: турă), voima [войма] вăй т. ыт. те. Ахăртнех, ку чăвашпа юнашар пурăнакан ирçе-çарăс витěмěпе пулăннă пěр пеклěх.
Чăваш чěлхине тěпченě тата хальхи вăхăтра тěпчекен финн чěлхеçисем: М.А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ю. Вихманн, М. Рясянен, Г.-Й. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио т. ыт.